Раҫҫей Федерацийĕн сывлӑх сыхлавĕн Министрĕ Республикӑри клиника больницин ҫӗнӗ комплексӗн проектне ырланă

Раҫҫей Федерацийĕн  сывлӑх  сыхлавĕн Министрĕ Республикӑри клиника больницин ҫӗнӗ комплексӗн проектне ырланă

Кун пирки йышăнăва Раҫҫей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн Министрĕпе Мурашко Михаилпа Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ вăхăтра хыпарланă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче сиплев комплексне хута яни, ăна паянхи пурнăҫпа тӳр килтерсе туни, пысăк технологисен витĕмлĕхĕпе усă курни – пĕр учрежденийĕнчех тĕрлĕ специалистсене пĕр чăмăра пухса кирлĕ пек йышăнусем туса хăварма, халăха паха медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтерме май парассине асăннă.

Ҫĕнĕ сиплев учрежденийĕнче ҫулсерен ятарлă медицина пулăшăвĕсене 3,5 пин ҫын илме пултарать.  Кун пек пысăк  пуласлăхри ĕҫ  - халăхăн пурăнас ĕмĕрне те тăсма пулăшĕ.  2023 ҫулта раштав уйăхĕнче проектпа смета ĕҫ хутне хаклав тума палăртнă, вăл документ сиплевпе диагностика комплексне хута яма витĕм кӳрĕ.  

Хальхи вăхăтра 2023-2025 ҫулсем валли пăхса хăварнă федерацин адреслă инвестици программине кĕтĕр тесе, РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствипе РФ Строительство министерствине хатĕр предложенисене тăратнă.

Тĕлпулу вăхăтĕнче республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев сывлăха ҫирĕплетме май паракан федераци проектне тĕпе хурса 2022 ҫулта Чăваш Енре Хулари 1-мĕш №-лĕ клиника больницине хальхи пурнăҫпа тӳр килсе тăракан медицина хатĕрĕсем 48 илсе килме палăртнине пĕлтернĕ. Кунсăр пуҫне Ача-пăча клиника больници те пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе пуянланĕ, вĕсен шучĕ 87 пулмаллине пĕлтернĕ вăл. Пĕрремĕш медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтерме  витĕм кӳрекен тытăма вăй илтерме, регион проекчĕпе килĕшӳллĕн, республикăри 45 медицина организацийĕ  пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе пуянланасси те куҫ кĕретех тенĕ вăл. Хăш-пĕр палăртнă учрежденийĕсене хальхи вăхăтра лицензипе тивĕҫтересси ĕҫ те хĕрӳ пырать тесе хыпарланă вăл сăмаха малалла тăсса.  

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ҫавăн пекех ертӳҫĕсем  федераци хыснинчен хушма укҫа-тенкĕ Чăваш Республикинчи Обязательнăй медицина страхованийĕн фондне уйăрма килĕшнĕ. Сăлтавĕ те паллă, палăртса хунă укҫа калăпăшĕ 938,4 млн хăпарнă, кăтарту пысăк пулни – кăшăл вирус (COVID-19) чирĕпе аптракансене медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтернипе ҫыхăннă.  



24 мая 2022
17:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter