Вĕренӳ ҫулĕ вĕҫленнĕ ятпа Чăваш кадет корпусĕнчен вĕренсе тухакансене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев саламланă

Вĕренӳ ҫулĕ вĕҫленнĕ ятпа Чăваш кадет корпусĕнчен вĕренсе тухакансене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев саламланă

«Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ федерацин Атăлçи округĕн Чăваш кадет корпусĕнче 149 кадетшăн юлашки шăнкăрав янăранă. Ачасем ҫĕнĕ пурнăҫ ҫулĕ ҫине тăраҫҫĕ», – тесе палăртнă хăйĕн ум сăмахĕнче Олег Николаев.   «Паян республикăра 400 шкулта юлашки шăнкăрава халалласа савăнăҫлă линейка иртнĕ, 18 пин ачашăн ҫĕнĕ тапхăр пуҫланнă», –  тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ федерацин Атăлçи округĕн Чăваш кадет корпусĕнче юлашки шăнкăрава халалланă савăнăҫлă мероприятине Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшăннă.

«Чăваш Ен кадетсен юхăмĕ ҫав тери лайăх вăй илсе пынăшăн мăнаҫланать», - тенĕ Олег Николаев. Ача садĕнчен пуҫласа аслă шкула ҫитичченех ҫитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парассипе ҫирĕп йĕрке йышăннă, ăна туллин пурнăҫа кĕртсе пыраҫҫĕ. Граждансене патриотла воспитани парассипе ĕҫлекен Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи канаш мĕнпур ыйтăва тĕрĕслевре тытать. Палăртса хунă мероприятисем пурнăҫа кĕртнипе кĕртменнине те ҫирĕп сăнаса пырать. Чăваш Енре пурĕ кадетсен шкулĕ тăваттă. Кунсăр пуҫне кадет класĕсем те пур, вĕсен шучĕ 25 танлашать,  5,7 пин ытла шкул ачине специалистсем тарăн пĕлӳпе тивĕҫтереҫҫĕ.

Кадет юхăмĕнчи чи паллă учреждени Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ федерацин Атăлçи округĕн Чăваш кадет корпусĕ шутланать. Вĕренӳ заведенийĕ çамрăксене кадет енĕпе кăна аталантармасть, спортри, пултарулăхри ăсталăхсене уçма, пĕр сăмахпа, пур енлĕн аталанма пулăшать. Кунта чăнласах та, паянхи пурнăҫпа тӳр килтерсе вĕрентсе пыраҫҫĕ тесен те йăнăш мар пулĕ. Патшалăх тата ҫар службине юрăхлă ҫынсем пулма ăс параҫҫĕ профессионалсем.    «Юлашки ҫулсенче кадет корпусĕн пурлăхпа техника базине ҫĕнетсе пыма сахал мар кирлĕ пек йышăнусем туса хăварнă. Малашне те ҫапла пулĕ, ҫитĕнекен яш-кĕрĕме тарăн пĕлӳпе тивĕҫтерме, вĕсен ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма паха условисем хатĕрлĕпĕр», - тесе палăртнă хăйĕн сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Кадет класĕсенче пĕлӳ илекен ачасенчен чылайăшĕ хăйсен шăпине çарпа, авиаципе çыхăнтарасшăн. Кадет корпусĕ ҫара кирлĕ ҫынсене хатĕрлесе кăларакан аслă вĕренӳ учрежденийĕсемпе те тачă ҫыхăнса ĕҫлет. Кадет корпусне  Раççей Федерацийĕн Сызрань хулинчи Н.Е. Жуковский профессор тата Ю.А. Гагарин ячĕллĕ сывлăш-çар академийĕ тăтăшах пулăшаҫҫĕ, вĕсен филиалĕ вĕренӳпе наука центрĕ те кулленех тачă ҫыхăнура. Вĕренӳ программине хушма методика пĕлĕвĕсемпе пуянлатнă, ҫамрăксене ҫарта тăма унти условисене пăхăнса пыма вĕрентеҫҫĕ.   Кăҫал вĕренсе тухакан ҫамрăксенчен нумайăшĕ Хĕҫ-пăшаллă вăйсен службисенче хăйсен пурнăҫне ҫыхăнтарма шутлаҫҫĕ. Право хуралĕнче те тăрăшас текенсем сахал мар. Малалла аслă шкулсене вĕренме кĕме хатĕрленеҫҫĕ. Палăртма кăмăллă, ачасенчен 60 процентĕнчен кая мар çарпа, авиаципе çыхăнтарасшăн.  «Хамăр енчен пулăшма тăрăшăпăр май пур таран. Сирĕн ҫитĕнĕвĕрсемпе ӳлĕмрен те мăнаҫланăпăр. Эпир çак вĕренӳ заведенийĕ çине пысăк шанăçпа пăхатпăр. Кунта кадет пĕлĕвĕ илекенсен малашлăхра аслă çар вĕренӳ заведенийĕсене кĕме çăмăллăхсем пулччăр. Граждан профессийĕсене алла илме шут тытнисем те кунтан вĕренсе тухсан çĕршыври кирек хăш аслă шкула кĕме пултарччăр», – тенĕ Олег Николаев.  «Чăваш Енĕн вĕренӳ тытăмĕ вăй илсе пытăр тесе условисене кирлĕ пек шайра йĕркелеме тăрăшăпăр. Кашни ача шкултан вĕренсе тухсан, аслă шкулсене вĕренме хатĕр пултăр», – тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Кадет корпусĕнче вĕренсе тухакансене савăнăҫлă уявпа кадет корпусĕн директорĕ Наталья Тимофеева саламланă. Вăл РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн  Игорь Комаровăн салам ҫырăвне вуласа панă.

«Пĕлетĕп, кадет корпусĕнчен вĕренсе тухакансенчен кашни чăн-чăн патриотсем пулнине. Эсир кирек-епле йывăрлăхсене те парăнтарма пĕлетĕр. Тăван ҫĕршыва юрататăр,  ăна тата хăвăра та  тивĕҫлипех хӳтĕлеме пĕлетĕр. Ялан асра тытăр, эсир Ҫĕнтерӳ тунă паттăрсен мăнукĕсем. Хамăрăн асаттемĕрсен, мăн асаттемĕрсен йăли-йĕркине упрама тăрăшăр, вĕсем пеr чыслă та мухтавлă пулма вăй парсах малалла та вĕренĕр. Чăннипех те, эпир паттăрсемпе мăнаҫланатпăр, вĕсен ячĕсем ĕмĕр асăмра. Раҫҫей вăйĕ  эпир пурсăмăр та пĕрле пулнинче. Сирĕнтен чылай маларах вĕренсе тухнисем, нумайăшĕ Украинăра ҫар операцийĕсен ĕҫне те хутшăнаҫҫĕ пулĕ.  Хăйсен пурнăҫне шеллемесĕр, паттăрла ĕҫсем пурнăҫлаҫҫĕ. Вĕсен умĕнче эпир пуҫ таятпăр, вĕсемпе мăнаҫланатпăр», – тесе ҫырнă кадетсем патне янă  хăйĕн ҫырăвĕнче РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров.

Пĕтĕм Раççейри Афганистан вăрçин инваличĕсен общество организацийĕн Чăваш Енри организацийĕн председателĕ Геннадий Матвеев хăйĕн сăмахĕнче ачасене вĕренӳ учрежденине ялан асра тытма, унпа мăнаҫланса пурăнма, тарăн пĕлӳ пама пулăшнă вĕрентекенсене аслă пурнăҫ ҫулĕ ҫине тăма витĕм кӳнĕшĕн тав сăмахĕсене калама, вĕсен ятне манма юраманнине чĕнсе каланă.   



25 мая 2022
16:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter