Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Предпринимательсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикинчи хисеплĕ предпринимательсем!

Сире професси уявĕпе саламлатăп!

 Предпринимательлĕх — республикăн тата çĕршывăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн тĕп пайĕсенчен пĕри. Çак тытăмра хастар, пултаруллă тата пуçаруллă çынсем вăй хураççĕ.

Хальхи вăхăтра Чăваш Енре 70 пине яхăн пĕчĕк тата вăтам бизнес предприятийĕ ĕçлет. Вĕсем çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеççĕ, регион бюджетне пуянлатаççĕ, инноваци технологийĕсене ĕçе кĕртеççĕ, потребитель рынокне аталантараççĕ, çапла майпа экономика ÿсĕмне вăйлатаççĕ.

Паянхи лару-тăрура предприятисенчен чылайăшĕ анăç производителĕсен изделийĕсене хамăрăннисемпе улăштарма пулăшаççĕ, çапла майпа Тăван çĕршывăн промышленноçне тата рынокне аталантараççĕ. Сăмахран, Шупашкарта «Abat» суту-илÿ маркипе кухня оборудованийĕ, Канашри индустри паркĕнчи «Аркто» компани холодильниксемпе шăнтакан камерăсем, Шупашкарти вăй агрегачĕсен заводĕнче погрузчиксем кăлараççĕ. Санкцисем пуçлансан пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе прототипировани ĕçĕсем кирлĕ пулчĕç, çакă импорта улăштарас енĕпе илекен саккассен шутне темиçе хут ÿстерчĕ.

Чăваш Ен Правительствишĕн бизнес валли ăнăçлă инвестици уçлăхĕ туса хурасси, административлă пусăма чакарасси тĕп çул-йĕр пулса тăрать. Бизнесăн уйрăм ыйтăвĕсемпе ĕçленĕ май эпир пĕтĕмĕшле экономикăн çивĕч ыйтăвĕсене татса паратпăр. Çавна май юлашки çулта предпринимательсен шучĕ палăрмаллах ÿсрĕ.

Паянхи патшалăхăн социаллă пурнăçĕпе экономика сферин тĕп енĕсенчен пĕри — предпринимательлĕх ĕç-хĕлне çамрăксене ытларах явăçтарасси. Кăçал 25 çултан кĕçĕнрех предпринимательсем валли грант евĕрлĕ çĕнĕ патшалăх пулăшăвне пуçаратпăр. Çак тĕллевпе республика бюджетĕнче 5 миллион ытла тенкĕ пăхса хăварнă.

Чăваш Енри патшалăх влаç органĕсен тата предпринимательлĕх пĕрлĕхĕн хутшăнăвĕсем çулран çул çирĕпленсех пырасса шанса тăратăп.

Сире тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн тав тăватăп, тухăçлă ĕçлеме, ăнăçу, телей, ырлăх сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                           Олег Николаев



26 мая 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter