Иртнĕ çул бюджет мĕнле пурнăçланнă?

Паян депутатсем иртнĕ çулхи республика бюджечĕ пурнăçланнине çирĕплетрĕç. Ку Патшалăх Канашĕн 9-мĕш сессийĕн тĕп ыйтăвĕ пулчĕ. Финанс документне парламентарисем иртнĕ эрнере халăх итлевĕнче сӳтсе явнă пулсан та финанс министрĕ Михаил Ноздряков сессире 40 минут бюджет ĕç-хĕлĕ пирки каласа пачĕ. Депутатсем мĕншĕн сасăларĕç тата мĕнле ыйтусем пачĕç – пирĕн тепĕр сюжетра. Михаил Ноздряков каланă тăрăх, 2021-мĕш çулхи бюджет ăнăçлă пурнăçланнă. Экономика тытăмĕ тупăшлă ĕçленĕ. Строительствăра çурт-йĕр тăвасси ӳснĕ, кăшăллă вирус хыççăн суту-илӳ ăнăçлă пулса пырать, инвестици проекчĕсене пурнăçланаççĕ, çынсен ĕç укçи хăпарнă. Промышленность тата ял хуçалăх производстви чакнă. Коммуналлă хуçалăх, сывлăх сыхлавĕ, вĕрентӳ тытăмĕсене аталанма та çителĕклĕ укçа-тенкĕ пăхса хăварнă. Чи пысăк укçа вĕренĕве кайнă. Вăл 20 миллиард тенкĕпе танлашать. Çавна май муниципалитетсенче шкулсем хăпартнă. Олег Мешков депутат иртнĕ çулхи çул-йĕр фончĕн тăкакĕсемпе кăсăкланчĕ. Республикăн патшалăх парăмĕ те калаçтарчĕ депутата. Финанс министрĕ каланă тăрăх, çул-йĕр фончĕн ĕç-хĕлĕ 98 процента яхăн пурнăçланнă. Ку иртнĕ çулпа танлаштарсан лайăх кăтарту. Республика Правительствин патшалăх парăмне чакарма тĕллев çук. Иртнĕ çул ăна процентсен шучĕпе 800 миллион тенкĕ парса татнă. Халăх шаннă çынсем финанс министрне çивĕч ыйтусем те пачĕç. Сергей Семенов депутат проектсем вăхăтра пурнăçланманнине каларĕ. Игорь Моляков та ĕçтешĕпе пĕр шухăшлă пулчĕ. Вĕçленмен строительство объекчĕсем 40 процента çитнĕ терĕ. Çитменлĕхсемпе çитĕнӳсене тишкернĕ хыççăн депутатсем иртнĕ çулхи бюджет пурнăçланни çинчен калакан саккун проектне икĕ вулавпа йышăнчĕç 



НТРК
26 мая 2022
19:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter