Контрактсене хатĕрлесе çитереймесен çав проектсем валли уйăрнă укçа Правительствăн резерв фондне куçĕ
Муниципалитет заказчикĕсем хăйсен срокĕпе контрактсене ҫирĕплетсе ĕлкĕреймен пулсан, укҫа-тенкĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн резерв фондне куҫать. Каярах вăл укҫасене каллех ҫĕнĕрен республикăн тĕрлĕ программисене пурнăҫа кĕртме тăкаклĕҫ. Паллă, ку хутĕнче вара ҫав муниципалитетсене уйăрса параҫҫĕ пулăшăва, камсем лайăх ĕҫлесе пыраҫҫĕ республика программисемпе. Вăл муниципалитетсене приоритет вырăнне хума тăрăшаҫҫĕ.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев патшалăх тата муниципалитет контракчĕсене пурнăҫлассипе ҫыхăннă ыйтусемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ. Наци проекчĕсене, регион проекчĕсене пурнăçламалли контрактсене хатĕрлес, алă пусас ĕçе тишкернĕ.
«Иртнĕ ҫулсенчи опытсене пăхас пулсан, сахал мар кăлтăксем пулнă. Ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле ку е вăл проекта туллин пурнăҫа кĕртмен. Республика хыснинчен куҫакан укҫа-тенкĕпе туллин усă курманни куҫ кĕретех имĕш. Кăҫал вара кирлĕ пек хăш-пĕр йышăнусене палăртса хăварнă. Республика бюджечĕ пирки калакан Чăваш Республикин саккунне ҫĕнĕлĕхсем кĕртнĕ. Ятарлă датăсене палăртнă. Республика укҫи пирки сăмах пырать пулсан, ҫу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕҫсене туса пĕтермелле. Эпир калаҫса килĕшнĕ, енчен те ҫак асăннă тапхăр тĕлне контрактсене алă пусса ҫирĕплетмесен, укҫа-тенкĕ чăваш Республикин резерв фондне каять тесе. Кайран вара приоритетсене тĕпе хурса ытти проектсене пурнăҫа кĕртме тăкакланăпăр. Пирĕн хамăрăн пур ресурссемпе пĕлсе тата тухăҫлă усă курса пыма тăрăшмалла. Шăпах та ҫакă ĕнтĕ вăл пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать те», – тенĕ Олег Николаев.
Кăҫал контрактсене алă пусса йышăнса хăварасси ĕҫе ҫу уйăхĕн 1-мĕшĕччен туса хăвармалла пулнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш ҫумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков хăйĕн сăмахĕнче, республикăри 13 муниципалитет пĕрлешĕвĕнче кăна палăртнă ыйтăва вăтам кăтартуран кăштах ирттерсе пурнăҫа кĕртнине пĕлтернĕ. Чи ăнăҫлă ĕҫлекеннисем: Сĕнтĕрвăррисем, Куславккасем, Тăвайсем, Ҫĕнĕ Шупашкарсем. Айван ĕҫлекенсем те пур, вĕсем: Ҫĕрпӳсем, Вăрнарсем, Етĕрнесем, Канашсем тата Ҫĕмĕрле хули.
«Регион укçипе тӳрре кăлармалли контрактсем вара çу уйăхĕн 1-мĕшĕччен хатĕр пулмалла. Республика ертӳлĕхĕ çакăн объективлă сăлтавĕсене шута илме хатĕр, анчах яваплăха туйманнисем тĕлĕшпе каçару пулмĕ – «ӳкĕтлемелли вăхăт вĕçленчĕ». «Эсир ыйтрăр, Правительствăна укçа кирлĕ тесе ĕнентертĕр, эпир укçана вăл е ку проект валли резервларăмăр» – халь вара тӳрре кăлараймаççĕ иккен. Контрактсене хатĕрлесе çитереймесен çав проектсем валли уйăрнă укçа резерв фондне куçĕ – «паян перекетлĕ пулмалли сăлтавсем пур». Укçана çухатнин сăлтавĕсене район тата хула пуçлăхсен халăхпа курнăçса ăнлантарса памалла, уҫăмлатма пĕлмелле. Яваплăха туймалла, айăпне те хăвăрăнах пĕлмелле», - тесе каланă пуҫлăхсем.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – строительство министрĕ Павел Данилов нумай ачаллă ҫемйесене ҫурт-йĕрпе тивĕҫтерес, пурăнма юрăхсăра тухнă ҫуртсенчен граждансене куҫарса хăтлă хваттерсем парасси, шыв объекчĕсене ҫĕнетесси, пуҫаруллă проектсене пурнăҫа кĕртесси, нумай хваттерлĕ ҫуртсем таврашĕнче тирпей-илем тăвассипе ҫыхăннă ыйтусем пирки тĕплĕн каласа кăтартнă. Хăш-пĕр ҫитĕнӳсем пирки чарăнса тăнă, пурнăҫа кĕртеймен ыйтусене те ăнлантарса панă.
Программăсене пурнăҫлама каллех укҫа-тенкĕне тепĕр хут пайласа парассине пĕлтернĕ Чăваш Республикин финанс министрĕ. Паллă, тĕрев лайăх ĕҫлесе пыракан муниципалитетсене куҫать. Кун пирки вăл тепĕр хут ҫирĕплетсех каланă.
Ыйтăва уҫăмлатнă чухне, тухăҫлăхпа ĕҫлеме пĕлекен районсемпе хуласене те палăртса хăварнă. «Контрактсене туллин пурнăҫлпанă, экономи тени те малти вырăна тухнă. Кун пек лайăх ĕҫлекен муниципалитет пĕрлешĕвĕсене ӳлĕмрен те тĕрев пама юрать. Енчен те хушма ĕҫсем палăртса хунă пулсан, вĕсене пурнăҫа кĕртме документсене вăхăтра тата тивĕҫлĕ йĕркелесен, вĕсене патшалăх енчен пулăшу парасси те куҫ кĕретех», – тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.