Укçа-тенке вăхăтра ĕçе кĕртмелле

Республика программипе çирĕплетнĕ контрактсен çуррине çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне çирĕплетмен. Эппин хăш-пĕр объектсене вăхăтра туса пĕтереймеççĕ. Кун пирки Правительство çуртĕнче тунтикунсерен иртекен ларура калаçнăччĕ. Хальхинче хăш муниципалитетсем ĕçе тивĕçлĕ пурнăçламаннине сӳтсе яврĕç. Ларура республикăри программăна пурнăçлама укçа-тенкĕ усă курассине сӳтсе яврĕç: çурт-картишĕсене тирпей-илем кĕртесси, тăлăх ачасене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси, çулсене юсасса тата ытти те. Конкурс ĕç-хĕлне çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне туса пĕтермелле пулнă. Чăваш Енри финанс министрĕ Михаил Ноздряков каланă тăрăх, 13 муниципалитет çеç çак вăхăт тĕлне подрядчик тупса палăртма тата укçа-тенке валеçме пултарнă. Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Елчĕк районĕсемпе Çĕнĕ Шупашкар хули чи маттурисен йышăнче. 5 районпа хуласем кая юлса пыраççĕ. МИХАИЛ НОЗДРЯКОВ: «Юлса пыракан, контрактсене çирĕплетни 20 процентран та сахалтарах районсен шутне Çĕрпӳ, Вăрнар, Ĕтĕрне, Канаш районĕсем тата Çĕмĕрле хули кĕрет». Асăннă муниципалитетсенче çул, çурт-йĕр строительстви пулмĕ, çурт-картишĕсене те туса пĕтермĕç. Объектсене мĕншĕн вĕçлейменнине администраци ертӳçисен халăх умĕнче ăнлантарса памалла пулĕ. Çĕрпӳ районĕнче вара лару-тăру çивĕчрех. Республикăри строительство министрĕ Павел Данилов каланă тăрăх, ку районта çу уйăхĕн 15-мĕшĕ хыççăн 4 проектпа конкурс ĕç-хĕлне туса ирттермен, аукцион ирттерессине те пĕлтермен. Контрактсене хатĕрлесе çитереймесен çав проектсем валли уйăрнă укçа Правительствăн резерв фондне куçĕ 



26 мая 2022
13:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter