Агроволонтерсем слета пуçтарăнчĕç

Тăвай районĕнчи «Упа кĕтесĕ» кану базинче «Ялта чи лайăххисем» агроволонтерсен слечĕ савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ. Кунта тĕрлĕ районти çамрăк ял хуçалăх тата культура ĕçченĕсем, тухтăрсем, педагогсем пуçтарăннă.

Слетра "Пĕр тан калаçу" форматпа тĕлпулу иртрĕ. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, РФ Патшалăх Думин финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитетăн председателĕ Анатолий Аксаков, министрсем слета пуçтарăннисен ыйтăвĕсене хуравларĕç. Мероприятире агроволонтерсен пĕрремĕш проектне презентацилерĕç. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Çĕнтерĕве çывхартассишĕн тылра ырми-канми ĕçленисене халалланă.

Çaмрăксем валли "çавра сĕтелсем", спорт ăмăртăвĕсем йĕркеленĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев тĕрлĕ тытăмри специалистсене, студентсене награда парса чысларĕ.



Хыпар
28 мая 2022
19:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter