Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Пограничник кунĕпе саламлани

Хисеплĕ ентешсем!

Сире Пограничник кунĕпе саламлатăп!

Раççей чикĕ хуралĕн служби яланах паттăрлăхпа тата çĕнтерÿсемпе палăрса тăнă. Çĕршыв чиккине хуралласси чи яваплă та хисеплĕ ĕç пулнă, хуралта тăма чи лайăххисене шаннă. Çав ырă йăласене паянхи ăру та çирĕп тытса пырать. Пирĕн пограничниксем çĕршывăн наци хăрушсăрлăхне хÿтĕлессипе, чикĕ хуралĕн режимне тивĕçтерессипе çыхăннă нумай енлĕ тĕллевсене пурнăçа кĕртеççĕ, çапла майпа Раççей çарĕ çирĕп те вăйлă пулнине ĕнентереççĕ.

Сире служба ĕçне парăннăшăн, хăвăр тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн тав тăватăп. Ветерансене уйрăмах тав сăмахĕ калас килет. Вĕсем общество ĕçне хастар хутшăнса истори астăвăмне упрас ĕçе пысăк тÿпе хываççĕ.

Чикĕ хуралçисем паттăр та хăюллă пулни вĕсем Тăван çĕршывшăн нимĕн те шеллеменнине çирĕплетет. Çакă пирĕн çамрăк ентешсемшĕн, Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен ретне тăма хатĕрленекенскерсемшĕн, тĕслĕх пулса тăрать.

Пурне те çирĕп сывлăх, телей, ырлăх тата тăнăç пурнăç сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                          Олег Николаев

 



28 мая 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter