Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Химик кунĕпе саламлани

Хими отраслĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире Химик кунĕпе саламлатăп!

Хальхи вăхăтра республикăра пурăнакан 7 пин ытла çыннăн ĕç-хĕлĕ хими промышленноçĕпе çыхăннă. Чăваш Енĕн экономика аталанăвĕн ÿсĕм никĕсĕсенчен пĕри пулнă май, хими отраслĕ тирпейлекен производствăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕн 15% ытла тата таварсемпе пулăшу ĕçĕсен экспорчĕн пĕрре виççĕмĕш пайне тивĕçтерет.

«Химпром» ПАО, «Август» фирма АХО филиалĕ «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ», «Элкон» ООО, «Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ» АО, «Строймаш» АО тата пирĕн ытти предприяти кăларакан продукци халăх хуçалăхĕн чылай отраслĕнче питĕ кирлĕ. Изделисен пысăк пахалăхĕ, пĕлтерĕшлĕ инвестици проекчĕсене пурнăçлани, çавăн пекех ассортимента анлăлатсах пыни тата инноваци технологийĕсене производствăра ĕçе кĕртни вĕсене çирĕп конкуренцие чăтма, суту-илĕвĕн çĕнĕ рынокĕсене тухма май парать. Хими индустрийĕн предприятийĕсем импорта улăштарас ĕçре те — вăл хальхи экономика условийĕсенче тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать — малта пыраççĕ. Çав хушăрах хими промышленноçĕн предприятийĕсем социаллă тĕллевлĕ тата тăван тавралăха упрассипе, хăйсем патĕнче ĕçлекенсемпе вĕсен çемйисене социаллă гарантисемпе çÿллĕ шайра тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусем тĕлĕшпе питĕ яваплă.

Пурнăçне хими промышленноçĕпе çыхăнтарнисене пурне те ырă сывлăх, ĕçре ăнăçу тата Чăваш Республикин ырлăхĕшĕн çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунатăп. Телей, тăнăçлăх тата ырлăх пултăр сире!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                 Олег Николаев

 



29 мая 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter