Чăваш Енре ҫуллахи лагерьсенче йăлана кĕнĕ тăрăх Раҫҫей гимнне юрласа ялава ҫĕклĕҫ

Чăваш Енре ҫуллахи лагерьсенче йăлана кĕнĕ тăрăх Раҫҫей гимнне юрласа ялава ҫĕклĕҫ

Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере иртекен планеркăра республикăра ачасен сывлăхне ҫирĕплетекен кану учрежденийĕсене епле хатĕрлесе ҫиерни пирки тĕплĕн сӳтсе явнă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ачасен сывлăхне ҫирĕплетме витĕм кӳрекен учрежденисенче условисем лайăх пулмаллине, санитари нормисене пăхăнса ĕҫлемеллине чĕнсе каланă. Ачасен канăвĕ йĕркеллĕ пулмаллине, чир-чĕр алхасасран та сыхă тăмаллине, профилактика мерисене пурин те пăхăнмаллине, саккунсене пăсма юраманнине асăрхаттарнă вăл сăмаха малалла тăснă май. Кану ҫурчĕсене илсе ҫитермелли автомашина ҫулĕсене тимлĕх уйăрмаллине, тепре чухне вĕсем юрăхсăра тухса сахал мар чăрмав кӳнине те палăртнă Ертӳҫĕ.    «Ҫулсене тĕплĕн тишкерсе тухмалла. Муниципалитет шайрисене  уйрăмах тимлĕх уйăрмалла. Тĕрĕслев тени малти вырăна тухмалла, кăлтăксем пулмалла мар, тирпейлĕх пур ҫĕрте те хуҫаланмалла», - тесе сăмаха малалла тăснă вăл, ҫуллахи тапхăрта ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илме хушнă Чăваш Республикин Транспорт министерствине.   

2022 ҫулта Чăваш Енре пĕтĕмпе ачасене валли кану вырăнĕ 327  хатĕрлеме плана кĕртнĕ,  вăл учрежденисенче ачасен сывлăхне ҫирĕплетме те условисем хăтлă пулмалла тенĕ вăл. 314 лагерьте ачасем кăнтăрлахи уйрăмпа пулĕҫ, 13 лагерье стационар мелĕпе условисем хатĕрлесе тăратнă. Хула тулашĕнчи лагерьсенче пурĕ 17 пин ытла шăпăрлан канĕ, кăнтăрлахи уйрăмра 20 пин ытла ача-пăча  хăйсен сывлăхне ҫирĕплетĕҫ.   Пурĕ регионта мĕнпур ачасенчен 67 проценчĕ ҫуллахи кану лагерĕсенче хăйсен тавракурăмлăхне пуянлатĕ, сывлăхне ҫирĕплетĕ.  Йывăр лару-тăрăва лекнĕ ҫемьесенче ҫитĕнекн 26 пин ача ҫуллахи тапхăрпа хăйсен сывлăхне ҫирĕплетĕҫ. Ачасен чи кĕтнĕ вăхăчĕ - çуллахи каникул - çитрĕ. Вĕсен канăвне мĕнле йĕркелемеллине тахçанах планлама пуçланă ашшĕ-амăшĕ. Хуларисен - яла, ялтисен хулана каяс килет. 

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров ҫу уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне регионта 323 кану организацийĕ ĕҫлеме ирĕк пурри пирки ĕҫ хутне тивĕҫнине пĕлтернĕ. Хăш-пĕр юлнă лагерьсенче шыв тасипе таса маррине специалистсем тĕпченине хыпарланă министр.   Ҫуллахи кану тапхăрĕнче лагерьсенче ачасене ҫичĕ сменăпа кантарĕҫ.    Регион Ертӳçи пурнăçăн йывăр условийĕсенчи ачасем тĕлĕшпе тимлĕх пысăк пулмалли пирки пайăррăн асăрхаттарнă. Çав шутра шалти ĕçсен пайĕсенче шутра тăракансемпе уйрăмах тимлĕ пулмалла. Министр çав ачасемпе профиль сменинче ятарлă специалистсем ĕçлессине çирĕплетнĕ. 

«Кăҫал ытларах патриотизм енĕпе мероприятисене йĕркелесе ирттерме  плана кĕртнĕ. Кашни кун патшалăх ялавне гимн юрласа ҫӳле ҫĕклеме тĕллев лартнă», - тесе пĕлтернĕ Дмитрий Захаров.   

Пирĕн умра ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсене тĕпе хурса ҫамрăксен гражданла ăнланулăхне ҫирĕплетессипе, вĕсене Тăван ҫĕршыва юратса ҫитĕнме воспитани парассипе ҫыхăннă пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевсем тăраҫҫĕ, наци символĕсем  яланах хисепре.

Хула тулашĕнчи лагерьте пĕр сменăпа канма ачасене валли путевка 17111 тенкĕ. 21 кун хушши ачасем хăйсен тавра курăмлăхне тĕрлĕ енлĕн пуянлатма тата сывлăха ҫирĕплетме пултараҫҫĕ. Кăнтăрлахи уйрăмпа канакан учрежденисенче ачасене кунне 105 тенкĕлĕх апатлантараҫҫĕ. Енчен те ача лагерьте пурăнать пулсан, вĕсене 328 тенкĕлĕх апатлантараҫҫĕ. Путевка илме ҫăмăллăх условийĕсем пĕлтĕрхи шайрах упранса юлнă.  



30 мая 2022
15:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter