«Эпир мĕнпур вăй-хăвата пĕрлештерсе, халăх йăли-йĕркине «нимене» тĕпе хурса Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тунисене пуҫ тайса асăну мемориалне тăватпăр», - тенĕ Олег Николаев

Кун пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ тыл ĕҫченĕсене халалласа Раҫҫейре пĕрремĕш пуҫласа мемориал хута каякан вырăнта ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре пулнă чухне каланă. «Эпир проекта ĕҫлеттерсе ятăмăр. Чăваш Республикинче пурăнакан халăх анчах мар, мĕнпур предприятисемпе организацисем хапăл тусах йышăнчĕҫ проекта. Палăртма кăмăллă, Раҫҫейри пысăк корпорацисем те сахал мар пулăшу пачĕҫ. «Газпром» ятарлă счет уҫнă, «Т Плюс» организаци те хастар ĕҫе кӳлĕнчĕ. Эпир пĕр чăмăра пухăнса, мĕнпур вăя пĕрлештерсе чаплă объекта туса хутăмăр. Паллă, пирĕн халăхăн «ниме» текен ăнлав та мала тухрĕ. «Пĕрле» Аталану фончĕ сахал мар витĕм кӳчĕ. Питĕ чаплă ĕҫ, ӳлĕмрен те ҫапла килĕштерсе пĕрне-пĕри ăнланса ĕҫлесе пырасчĕ, паха тĕслĕх вырăнĕнче пултăр проект», - тенĕ регион Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче.
Сăмах май, Олег Николаев ҫĕнĕ мемориал тӳремĕнче патриотла воспитани парас енĕпе ҫамрăксене валли пуҫаруллă ĕҫсем йĕркелесе яма тĕрлĕ сĕнӳсем тăратнă. «Раҫҫейри ҫарпа истори обществин, ҫĕнтерӳ ҫулĕсем е тата та ытти маршрутсем пурсăмăра та пĕр чăмăра пĕрлешсе ĕҫлесе пурăнма вĕрентеҫҫĕ. Ку объекта Пĕтĕм Раҫҫей карттине те кĕртнĕ. Ку пуҫласа ҫĕршывра хута каять», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.
«Объектăн тепĕр тĕллевĕ – туристсене пухма май паракан енĕ. Эпир те ку тĕлĕшпе хамăр енчен май пур таран пулăшу пама тăрăшăпăр», - тесе каланă Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, финанс рынок енĕпе ĕҫлекен комитетăн Председателĕ Анатолий Аксаков. Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева «Ҫĕнтерӳ» мемориал комплексĕпе пĕрлехи ĕҫсен планне те пăхса тухнине пĕлтернĕ. «Федераци шайĕнчи истори тĕлĕшĕнчен паллă вырăнсем маршрута кĕресси те куҫ кĕретех. Эпир вĕсем пирки тĕплĕнрех пĕлĕпĕр, вĕсем вара пирĕнпе тарăнрах паллашĕҫ», - тенĕ депутат.
Чăваш Енри Куславкка тăрăхĕнче хута каякан мемориала утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче уҫаҫҫĕ. Шăпах та ҫак кун ĕнтĕ «Пĕтĕмпех фронт валли, пĕтĕмпех Ҫĕнтерӳшĕн» Лозунг кĕрленĕ, ҫĕршывра пурсăмăра та пĕр чăмăра пухăнса ĕҫлеме, хар тăрса вăй хума чĕннĕ.
Объекта хăпартакан тӳремре ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре республика Пуҫлăхĕпе Олег Николаевпа пĕрле Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева,Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ - строительство министрĕ Павел Данилов, Куславкка районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Людков пулнă.
Фасада туса пĕтернĕпе пĕрех тесен те йăнăшах мар пулĕ. Пӳлĕмсенче монтаж, электрика пайĕсене вĕҫне-хĕрне ҫитересси юлнă. Тавралăха тирпей-илем кĕртессипе те тăрăшсах ĕҫлеҫҫĕ строительсем. Ҫак кунсенче курăк акса хăварма, йывăҫ-тĕмсемпе илемлетме плана кĕртнĕ. «Объекта хатĕрлесе ҫитернĕ теме те юрать. Палăртнă тĕллевсене туллин пурнăҫланă. Хамăр ума лартнă ыйтусене пурне те пурнăҫа кĕртнĕ», – тесе каланă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – строительство министрĕ Павел Данилов.
Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тунă паттăрсене халалланă Раҫҫецйре пĕрремĕш мемориал хута каять. Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерĕве ҫывхартма пулăшнă паттăрсем ĕмĕр асăмра.
Палăртнă мероприятийĕн шайĕнче ытти ĕҫсене те йĕркелесе ирттерме плана кĕртнĕ. Пирӗн республикӑн Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенчи кун-ҫул страницисем ӗҫри паттӑрлӑхпа ҫырӑнса юлнӑ. Ахальтен мар пирӗн тӗп хуламӑр – Шупашкар хули – «Ӗҫ паттӑрлӑхӗн хулисен» шутӗнче. Пĕтĕм Раҫҫейри 44 хулан форумĕ иртĕ. Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думипе РФ Федерацин Канашĕнче «Ҫĕнтерӳ рубежĕсем» ятарлă тематика куравĕсем пулаҫҫĕ. Мероприятисене вăрҫăн тумхахлă ҫулĕсенче паттăрлăх кăтартнă халăха, тыл ĕҫченĕсене халалланă. Вĕсен пĕлтерĕшĕ пуриншĕн те пысăк. Регионта иртнĕ ҫул Сăрпа хусан хӳтĕлев чиккисене тунă паттăрсен ҫулталăкĕ тесе палăртнă, вăл ĕҫсене паян та малалла тăсни питĕ вырăнлă, мĕнпур паттăрла ĕҫсем мăнаҫлăх туйăмне вăратаҫҫĕ.
Пирĕн паха ĕҫ опычĕ, паттăрсене халалласа пурнăҫланă мĕнпур мероприятисем ытти субъектсемшĕн те чăн-чăн тĕслĕх вырăнĕнче пулса тăма пултарассине шанатпăр. Вăрҫăн тумхахлă ҫулĕсеннче хĕрарăмсемпе ачасем, ваттисем хăйсене шеллемесĕр ҫĕнтерĕве ҫывхартас тесе ырми-канми вăй хунă, паттăрла ĕҫсем пурнăҫланă, Атăлпа Урал тăрăхĕнчи промышленноҫ центрĕсене хӳтĕлес тесе тăрăшнă.
Паллă объект Чăваш Республикишĕн кăна мар, мĕнпур Раҫҫей Федерацийĕшĕн сумлă пулса тăрать. Ҫĕршывра пуҫласа пĕрремĕш объект хута каять. Ку тăрăха курма килес текен туристсен йышĕ те нумайланассине шанатпăр. Ачасене те, вĕренӳ программипе килĕшӳллĕн, тарăнрах пĕлӳпе тивĕҫтерме аван.
«Ҫĕнтерӳ рубежĕ» курава Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думинче ҫĕртме уйăхĕн 6-10–мĕш кунĕсенче, РФ Федераци Канашĕнче ҫĕртме уйăхĕн 13-21–мĕш кунĕсенче йĕркелеҫҫĕ. Курава ытларах сăн ӳкерчĕксенчен калăпланнине пĕлтернĕ, унта пĕтĕмпех Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннă паттăрсем пулассине асăннă. Архив докуменчĕсем те пулĕҫ.
«Ҫĕнтерӳ рубежĕ» «Ӗҫ паттӑрлӑхӗн хулисен» ята тивĕҫнĕ Пĕтĕм Раҫҫейри хуласен форумĕ утă уйăхĕн 1-2-мĕш кунĕсенче иртĕ. Тĕп мероприятисене Шупашкарти электроаппарад заводĕнче йĕрелĕҫ. Кунта ҫĕршыври 44 хула хăйсен куравне хатĕрлесе тăратма кăмăл тунă, ятарлă делегацисем вĕсемпе тĕплĕн паллаштарĕҫ.
Форум шайĕнче программăпа килĕшӳллĕн тĕрлĕ уҫă калаҫусем ирттересси те плана пур. Хăнасем республикăри предприятисемпе организацисене ҫитсе килĕҫ, вĕсен ĕҫĕсемпе тĕплĕн паллашĕҫ.