Донецка пулăшаççĕ

Тунтикунхи канашлура ЧР Промышленноç министрĕ Александр Кондратьев Донецка епле кайса килни çинчен каласа кăтартрĕ. «Унта виçĕ кун пурăнтăмăр. Малтан ДНР ертӳçисемпе тĕл пултăмăр, килĕшӳ турăмăр. Иккĕмĕш кун электротехника кăларакан заводсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрăмăр.

Акă Донецкри предприяти юлашки ултă çулта пĕчĕк хăватпа кăна ĕçленĕ. Производствăна 50 çынна кăна явăçтарнă. Вĕсен шалăвĕ пысăк пулман — 10 пин тенкĕ ытла кăна. Телее, завод тăшман аллине лекеймен. Унти станоксем япăх мар. Тепĕр заводра лару-тăру начартарах. Раççей чиккинче вырнаçнăскер юлашки вăхăтра ĕçлеменпе пĕрех. Чи лайăххи — станоксемпе оборудование тирпейлĕн упрани. Вĕсем ĕçлеме юрăхлă, çывăх вăхăтрах производствăна чĕртсе тăратма пулать», — терĕ министр. Виççĕмĕш кун Чăваш Ен делегацийĕ ДНРти электроэнерги объекчĕсемпе паллашнă. Шел те, республикăра çутăпа тивĕçтерекен тытăмăн 60 проценчĕ арканнă. Хальхи вăхăтра Мариупольте электроэнергипе тата шывпа тивĕçтермелли объектсене юсама тытăннă. «Çыннисене инкекре хăвармăпăр. Пирĕн тĕллев — кĕске вăхăтра ДНР валли электрохатĕрсемпе оборудовани туса кăларасси, специалистсене хатĕрлеме тата унти производствăсене хута яма пулăшасси. Ырă ĕç каялла ырăпа таврăнатех», — терĕ Олег Николаев канашлăва пĕтĕмлетсе.



Хыпар
31 мая 2022
09:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter