Республика кунĕ çывхарать
Кĕçех Чăваш Ен черетлĕ çуралнă кунне паллă тăвĕ. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче тăван республика 102 çул тултарĕ. Сумлă уява кăçал Шупашкар хулипе пĕрлех Куславкка тăрăхĕнче анлă уявлама палăртаççĕ. Паллă кун тĕлне çĕнĕ объектсем хута каймалла, тĕрлĕ конкурс, фестиваль иртмелле. Хатĕрленӳ тапхăрĕ мĕнле шайра пулнине ятарлă комиссипе пĕрле пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те тишкерчĕ.