Чӑваш Енри муниципалитетсенче спорт объекчӗсене тӗпрен юсамалли программа пурнăҫа кĕме тытăннă

Чӑваш Енри муниципалитетсенче спорт объекчӗсене тӗпрен юсамалли программа  пурнăҫа кĕме тытăннă

Юлашки икĕ ҫул хушшинче 23 хулапа района пĕтĕмпе 30 спорт объектне юсаса ҫĕнетнĕ. Строительство ĕҫĕсене пурнăҫлама уйăракан укҫа-тенкĕ те ҫулсерен ӳссех пырать. Калăпăр, Чăваш Республикин 2020-2025-мĕш ҫулсене валли пăхса хăварнă социаллă пурнăҫпа экономикăна аталантарма йышăннă Комплекслă программăна пурнăҫа кĕртме, спорт пайне аталантарма 47 проекта ҫирĕплетнĕ, вĕсене валли 3,9 млрд тенкĕ уйăрасси те куҫ кĕретех, вăл калăпăшран 2,5 млрд федераци хыснинчен куҫать.  

Уҫă тĕлпулу вăхăтĕнче  пухăннă сумлă хăнасем Чăваш Республикин Пуҫлăхĕпе Олег Николаевпа спорт енĕпе ыйтусене сӳтсе явнă,  РФ ачасемпе ҫамрăксен спорчĕн Олимп легендисен Пĕтĕм Раҫҫейри ырă кăмăллăх программин пайташĕсемпе – Раҫҫейри Спортсменсен Союзĕн делегацийĕпе пуласлăхри тĕллевсем пирки те канашланă.  

Делегаци йышĕнче: Раҫҫейри спортсменсен Союзĕн Президенчĕ, Олимп чемпионĕ, тĕнче шайĕнче икĕ хут чемпион ята тивĕҫлĕ пулнă спортсмен, ирĕклĕ кĕрешӳ енĕпе Европăра ултă хут чемпион ята ҫĕнсе илнĕ Давид Мусульбес, йывăр атлетика енĕпе тĕнче чемпионĕ ята виҫĕ хут тивĕҫнĕ Юрий Захаревич, 1992 ҫулта хоккей выляссипе йĕркеленĕ СНГ пĕрлештернĕ ушкăнĕнче тупăшнă,  олимп чемпионĕ ята илнĕ Евгений Давыдов, Раҫҫей Геройĕ, генерал-лейтенант, кĕрешӳ спорчĕн федерацийĕн президенчĕ Николай Гаврилов пулнă.

Олег Николаев хăнасене региона пысăк тимлĕх уйăрнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă, пирĕн республикăна килни – спорта тата та ытларах сарма витĕм кӳнине те палăртнă вăл. Сăмах май, сумлă спортсменсене патшалăх наградисем парса чысланă.  

Давид Мусульбес хăйĕн сăмахĕнче республика Пуҫлăхне ырланă, ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн тав тунă.  Спорта ҫирĕплетме тата ăна аталантарма инфратытăма ҫĕнетсе улăштарма, сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыма витĕм кӳнĕшĕн асăнмаллăх парне парса чысланă. Чăваш Республикинче пурăнакансем спортпа чăнласах та питĕ туслă тесе сăмаха ҫирĕплетнĕ вăл.

Тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем спорта аталантарассине, резерв хатĕрлессине, регионта тата та анлăрах спорта вăй илтерессине тĕплĕн сӳтсе явнă.

Ҫĕршыври регионсемпе танлаштарсан, пирĕн республика спорт енĕпе кирлĕ пек объектсемпе тивĕҫтерессипе чи ăнăҫлă ĕҫлесе пыракан 10 субъект йышĕнче. Пурĕ республикăра 4,5 пин ытла спорт объекчĕсем, ишмелли бассейнсем – 83, конькипе ярăнмалли катоксем – 4, спорт залĕсем – 768, 12 стадион, спорт уйрăмĕсем – 2,3 пин ытла.

Паянхи куна илес пулсан, кулленех спорта ҫӳрекенсен йышĕ мĕнпур халăхран 50 проценчĕ шутланать. Ку енĕпе Раҫҫейри ытти регионсен йышĕнче пирĕн республика 22-мĕш вырăнта тăрать. Ҫитĕнӳсемпе лăпланса лармасть Чăваш Ен, 2030-мĕш ҫул тĕлне кăтартăва 70 процента ҫитерме тĕллев лартнă.   

Сумлă делегаци паян республикăри яш-кĕрĕмпе, ҫамрăк ачасемпе уҫă тĕлпулусем ирттерме плана кĕртнĕ. Олимп чемпионĕ пулас тесессĕн, мĕн ҫине ытларах тимлĕх уйăрмалли пирки ҫитĕнекен ăрăва каласа кăтартĕҫ.



01 июня 2022
13:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter