Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ачасене хӳтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун ячĕпе саламлани

Хаклă туссем!

Сире Ачасене хӳтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун ячĕпе саламлатăп.

Ҫĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ  - паллă кун. Ачасем  - пирĕн пуласлăх. Эпир ача-пăча телейлĕ те сывă ҫитĕнтĕр, вĕренме тата пултарулăха аталантарма пĕтĕмпех пултăр, лайăх ҫынсем ӳсчĕр тесе пĕтĕмпех тăватпăр. Ку уяв пире, ҫитĕннисене, воспитани ĕҫне кашнин хутшăнмаллине аса илтерет. Эпир кашни ачашăн яваплă, пурте юратупа килĕшӳре ӳсме тивĕҫ.

Чи пысăк награда - пирĕн ывăлсемпе хĕрсен телейлĕ куҫĕсемпе ҫитĕнĕвĕсем. «Воспитани тĕллевĕ - ҫын телейĕ, воспитани памалли мел - савăнăҫ»,  - тенĕ Иван Яковлев. Унăн сăмахĕсенче тарăн шухăш пытаннă. Амăшлăхпа ачалăха пулăшасси, ҫемье хаклăхĕпе ашшĕ-амăшĕн яваплăхне аталантарасси  - патшалăх политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Кашни ачан - хулара пурăнать-и вăл, ялта-и  - ăс-хакăлĕпе ӳт-пĕвне аталантарас тесе пĕр пек условисем тума тăрăшатпăр. Чăваш Енĕн ҫамрăк гражданинĕсене ҫитĕнтерме вĕрентӳпе спорт учрежденийĕсем тăватпăр, вĕсене хальхи йышши оборудованипе тивĕҫтеретпĕр, кăсăклă проектсем хатĕрлетпĕр.

Ачасене - асра юлмалли хаваслă ҫу кунĕсем, ашшĕ-амăшне ҫĕршыв гражданинĕсене ӳстерме вăй-хал сунатăп!


Чăваш Ен Пуҫлăхĕ                                     Олег Николаев

 



01 июня 2022
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter