Суйлав процесне цифрӑлас ыйтӑва Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Раҫҫей Федерацийĕн Тĕп суйлав комиссийĕн пайташĕпе пĕрле сӳтсе явнӑ

Суйлав процесне цифрӑлас ыйтӑва Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Раҫҫей Федерацийĕн Тĕп суйлав комиссийĕн пайташĕпе пĕрле сӳтсе явнӑ

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата Раҫҫей Федерацийĕн Тĕп суйлав комиссийĕн  пайташĕ Евгений Шевченко ҫитес сасăлавсенче цифра технологийĕсен витĕмлĕхĕпе  усă курса ĕҫлеме  тата та анлăрах майсем пуласси пирки ыйтăва тĕплĕн сӳтсе явнă. Уҫă калаҫăва Чăваш Республикинчи Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Геннадий Федоров хутшăннă.  

Суйлавра цифра технологийĕсене тĕпе хурса ĕҫлессипе Чăваш Республикин пуян опыт пур. 2020 ҫулта Чăваш Республикин Пуҫлăхне суйланă чухне, 2021 ҫулта Чăваш Республикин Патшалăх Канашне депутатсене сасăлас тесе патшалăх пулăшăвĕсен Пĕрлехи порталĕнче ку ĕҫсене йĕркелесе ирттерме условисем пулнă. Евгений Шевченко Чăваш Енри суйлав ĕҫĕсен пахалăхне пысăка хурса хакланă.  «Эсир Пермь крайĕпе тата Челябинск облаҫĕпе пĕр тан Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче кандидатсемшĕн  хăвăрăн сассăра палăртма пултартăр. Чăваш Республикин Пуҫлăхне суйланă чухне эсир мĕнпур кăтартуран 25 процентне Патшалăх порталĕ урлă йĕркелесе ирттернĕ. Каярах вара Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсемшĕн сасăланă чухне кăтартăва 50 процента ҫити ҫитернĕ. Мĕнпур ĕҫе саккуна пăхăнса пурнăҫлани те куҫ кĕретех», - тенĕ вăл.    

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев республикăра суйлав ирттерме мĕнпур условисем халăх валли пĕр тан йĕркелесе ҫитернине палăртнă. Ҫынсем кăмăллă, хыпарсем туллин пулнă, йĕрке пăсакансем те пулманпа пĕрех. «Юлашки ҫулсенче уйрăмах палăртнă ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăратпăр. МИХсенче ĕҫлекенсемпе тачă ҫыхăнса, хыпарсене вăхăтра халăх патне илсе ҫитернĕ. Ку е вăл кандидатшăн сасăлас текенсене валли пĕр тан условисем пĕтĕмпех туса панă», - тенĕ ертӳҫĕ. Кун пирки сумлă хăна тепĕр хут ҫирĕплетсе каланă сăмаха.

Чăваш Ене ЦИКран килнĕ представитель пире ӳлĕмрен те ĕҫсене тивĕҫлĕ шайра йĕркелесе пымаллине хистет, паллă,  тухăҫлăх тенине те яланах малти вырăна тăратмалла.   

Ҫитес ҫул Чăваш Енре муниципалитетсенче суйлавсем пулаҫҫĕ. Районсене округсене куҫарма килĕшнĕ.  «Кун пек йĕрке тухҫлă ĕҫлеме вĕрентĕ. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене те тепĕр тесен, туххăмрах татса пама пулĕ», - тенĕ вăл.

2021 ҫулта пурнăҫланă Обществăлла сăнав центрĕн ĕҫне те пысăка хурса хакланă.  2020 ҫулта ҫĕршыври регионсенчен пуҫласа Чăваш Республикинче ҫакăн евĕр центр хута кайнă.  «Вĕсем сахал мар мониторинг тунă. Суйлав уҫăмлă та тивĕҫлĕ шайра иртнĕ тесе пĕрре мар ҫирĕплетнĕ. Сасăлавсенче йĕрке пăсасран та сыхă тăни куҫ кĕретех. Пĕр сăмахпа каласан, пурте яваплăха туйса, саккунсене пăхăнса мĕнпур ĕҫсене йĕркелеме тăрăшнă», - тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Пĕрлехи сасăлав кунĕ Чăваш Республикинче авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче иртет. Хушма суйлав Шупашкарта, Ҫĕнĕ Шупашкарта, Улатăрта, Ҫĕмĕрлере, Красноармейскинче пулать. Палăртса хăваратпăр мĕнпур участоксенче  яланхиллех видео сăнавсем вырнаҫтараҫҫĕ.   



02 июня 2022
17:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter