Шупашкарта иртекен Пĕтĕм тĕнчери XV-мĕш кинофестивале Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев уҫнă

Шупашкарта иртекен Пĕтĕм тĕнчери XV-мĕш кинофестивале Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев уҫнă

Ҫĕртме уйăхĕн 2–7-мĕш кунĕсенче Чăваш Енĕн районĕсемпе хулисенче пĕтĕм тĕнчери XV-мĕш кинофестиваль иртет. Халăх хăйсене кăмăла каякан киносене курса ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма пултарайрать.

«Эпир Шупашкарта 15 хут кинофестивале йĕркелесе ирттеретпĕр. Куншăн чăнласах та, пурсăмăр та мăнаҫланмаллипех мăнаҫланатпăр. Асăннă тапхăрта ырă йăла-йĕркесем пурнăҫа кĕрсе пычĕҫ, мероприятийĕн пахалăх шайĕ те ӳсрĕ. Кăҫал пурĕ 17 кинозалра тĕрлĕ киносем кăтартĕҫ. Палăртма кăмăллă, республикăри районсенче нумайăшĕнче культура ҫурчĕсене, кионзалсене «Культура» наци проекчĕсене тĕпе хурса пурнăҫа кĕртнĕ.  Кăҫал кино курма килес текенсем тата та ытларах пуласси никама та иккĕлентермĕ. Условисем чаплă, программа кăсăклă пулни те куҫ кĕретех», – тесе палăртса каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Сăмах май, Шупашкарта иртекен кинофестиваль ҫав тери пысăк калăпăшлă пулнине, унăн пĕлтерĕшĕ те лайăх тесе хакланă вăл. Халăх паллă актерсемпе курнăҫайрать, вĕсен ăсталăхне курса савăнать. Тепĕр тесен, пултаруллăх лаҫҫинче те пулса курма майсем ҫителĕклĕ.   

Фестивальре пурĕ 30 ытла режиссер хутшăнать. Кинопа театрсенче вылякан артистсем те чылайăн килсе ҫитнĕ региона. Тĕнчери 10 ҫĕршывран паллă артистсем пухăннă. Куракансене валли пĕтĕмпе 39 кино хатĕрленĕ. Вĕсен йышĕнче: «Сурский рубеж», «Соучастник», «Интеллектуальное искусство», «Кинори пек» («Как в кино») тата ыттисем те. Кусем паллă, Чăваш Енре ӳкернĕ кăларăмсем пулĕҫ. Чи ăста фильма куракансем хакланă хыҫҫăн, «Анне» Гран-при парса хавхалантараҫҫĕ. Пĕр сăмахпа каласан, ытти номинацисем те пулаҫҫĕ, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн  парнине ҫĕнсе илессишĕн те пултаруллăх ĕҫченĕсем тупăшĕҫ.  

Кинофестивалĕн программа директорĕ, историк, паллă ăсчах, кино искусствинче палăрнă академик Сергей Лаврентьев Шупашкарта пĕтĕм тĕнче шайĕнче иртекен мероприятине старт панă. «Кирек-епле пурнăҫра та яланах кĕтмен асамлăх пулмалла. Вăл пире ырăпа усала уйăрма, ăс-хакăл тĕнчине пуянлатса пыма витĕм кӳрет.  Эпир вăл асамлăха ҫулсерен Чăваш Ен халăхне, Шупашкарта пурăнакансене парнелетпĕр», – тесе каланă  вăл уява пухăннисене саламланă май. Италийĕн сумлă хăни – режиссер, продюсер Лия Бельтрами хăйĕн сăмахĕнче кинофестиваль йĕркелӳҫисене мухтаса тав тунă. «Эпĕ питĕ Шупашкарта иртекен кинофестивале юрататăп. Халĕ эпĕ сирĕнпе пĕрле мар, кино ӳкерме тухса кайнă, ҫул ҫӳревре.  Пирĕншĕн пысăк чыс, программăна «Всплеск песни»/«A Burst of Song» кинона кĕртни.  Тĕттĕмре шанăҫ пайăркине кăтартма пултарайратпăр, историре пĕтĕмпех ырă енсем сăнарланнă. Сире ырă туйăмпа киносене курма сĕнетĕп. Пурсăра та пысăк тав. Килсен, сирĕн патне пырса курма тăрăшăп»,  тенĕ вăл.

Сцена ҫинче пултаруллă артистсем, Раҫҫейĕпех паллă  Ольга Кабо тата Нина Шацкая хăйсен пултаруллăхĕпе халăха тыткăна илнĕ. Ҫĕршывра лару-тăру питех мар пулин те, пур-пĕрех кинофестиваль географийĕ ӳссех пырать, ăна мĕнпур халăх хапăл тусах йышăнать. Киносем халăха пĕр чăмăра пухăнса, пĕр-пĕринпе килĕштерсе туслă пурăнма вĕрентеҫҫĕ. Кун пирки ҫирĕппĕн каланă мероприятине йĕркелекен ертӳҫĕсем.

 



03 июня 2022
08:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter