Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Эколог кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Республикин хисеплӗ экологӗсем!

Сире професси уявӗпе – Эколог кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

 Ҫут ҫанталӑка чунтан юратнӑран эсир тавралӑх хутлӑхне сыватма пулӑшатӑр тата ҫӗршывӑмӑрпа тӑван республикӑн экологи хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтеретӗр.

Чӑваш Ен паян Раҫҫейри экологи рейтингӗнче малти ретре тӑрать. Ҫакна пӗтӗмпех эсир ҫут ҫанталӑка сыхлакан организацисемпе, тавралӑха сыхлас ӗҫре вӑй хуракан специалистсемпе тата волонтерсен экологи юхӑмӗн представите­лӗсемпе пӗрле тӑрӑшса ӗҫленине пула тума май килнӗ.

Ҫынсене лайӑх та пахалӑхлӑ пурнӑҫ шайӗпе тивӗҫтермелли тата ӑна сыхласа упрамалли майсем тӑвас тӗллевпе Чӑваш Енре «Экологи» наци проекчӗ пурнӑҫланать, ҫавна май ирӗк памасӑр йӗркеленнӗ ҫӳп-ҫап вырӑнӗсен шучӗ чакать, потребленипе производство каяшӗсене пухса тирпейлемелли тата усӑ курмалли хӑватсем ҫӗнелсе улшӑнаҫҫӗ, вӑрмансене чӗртсе тӑратас, пирӗншӗн ҫут ҫанталӑкӑн тӗп пуянлӑхӗ тата Раҫҫей символӗ шутланакан Атӑл юхан шывне сыватас енӗпе тумалли ӗҫсем планпа килӗшӳллӗн  пурнӑҫланса пыраҫҫӗ.

2024 ҫул тӗлне Атӑла юхтарса кӑларакан каяш шывсен тӳпи виҫӗ хут чакмалла. Шӑмӑршӑ районӗнчи вӑйсӑрланса пыракан полигона йӗркене кӗртме палӑртнӑ.

Сире професси тивӗҫне чунтан парӑннӑшӑн, тӳрӗ кӑмӑлпа тӑвакан ӗҫӗршӗн тав тӑватӑп.

Ӗҫре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей тата мӗнпур лайӑххине сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                          Олег Николаев



05 июня 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter