«Чăваш Енре «Амăшĕ-героиня» ята 10 хĕрарăм ытла тивĕҫме пултарĕ», - тенĕ Олег Николаев

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин нумай ачаллă хĕрарăмсене «Амăшĕ-героиня» ята парасси пирки калакан пуҫаупа пĕр миллион тенкĕ пĕр хутчен парса хавхалантарас текен йышăну ҫав тери пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. Ҫемье тата  ачалăх енĕпе палăртнă ҫăмăллăх мерисем ҫумне хушма йышăну тата та хăватлă тесе хакланă вăл сăмаха малалла тăснă май. 

«Чăваш Енре мĕн авалтан хĕрарăма хисепленĕ, вĕсем ҫемье вучахне тытса пыраканĕсем, шанчăклă ҫынсем.  Нумай ачаллă ҫемьесем патне пысăк тимлĕх уйăратпăр. Кун пек тĕрев пирĕн республикăра пурăнакан амăшĕсемшĕн те питĕ пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Пĕтĕмлетӳсем тунă тăрăх, совет самани вăхăтĕнчи стандартсене тĕпе хурсан, пурĕ пирĕн республикăра вунă ытла хĕрарăм пысăк хисепе тивĕҫме пултарать», - тесе каланă республика Пуҫлăхĕ.  

«Критерисем ҫавсемех тăрса юлма пултарĕҫ, хăй вăхăтĕнче йышăнса хăварнă условисем тăрса юлама пултарасси е тата кăштах та пулин ансатрах та пуласси паллă. Эпир мăнаҫланатпăпр, Чăваш Республикин ҫакăн пек хастар та пултаруллă амăшĕсемпе. Раҫҫей Президенчĕн ҫĕнĕ пуҫарăвĕ ҫемье институтне тата та вăйлăрах аталанса пыма витĕм кӳресси те куҫ кĕретех», - тесе сăмаха ҫавăрса каланă Олег Николаев.  

Чăваш Республикин Ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, юлашки вунă ҫул хушшинче республикăра нумай ачаллă ҫемьесем сахал мар, кăтарту ҫулсеренех ӳссе пыни курăнать. Халĕ регионта вĕсен йышĕ 16 пин ытла шутланать. 

«Нумай ачаллă ҫемье пулас текенсен йышĕ ӳссе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Патшалăх енчен вĕсене сахал мар тĕрев куҫать. Патшалăх тата обществăн тĕрекĕ ҫирĕп ҫемйесенче.  Халь кăна пурнăҫа кĕме пултаракан ҫĕнĕлĕх те ҫакнах ҫирĕплетет, ҫемье пĕлтерĕшне ӳстерме май парать», - тесе каланă Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова

РФ Президенчĕ «Амăшĕн мухтавĕ» хисепе тивĕҫнисене 200 пин тенкĕ парса хавхалантарма чĕнсе каланă, медаль ордена тивĕҫнисем пысăк хисепре тенĕ вăл.  Енчен те ордена илнĕ пулсан, вĕсене 100 пин тенкĕрен пуҫласа 500 пин тенкĕ таран патшалăх енчен тĕрев парса пулăшма сĕннĕ.

2009-мĕш ҫултан пуҫласа 2021 ҫулсенче Чăваш Республикинче «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орден медальне 14 мăшăр тивĕҫнĕ.  



06 июня 2022
09:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter