Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ачасене чӳречесенчен ӳкесрен пурне те кулленех сыхă тăма чĕнсе каланă

"Ҫуллахи тапхӑрта эпир ачасем чӳречерен ӳкни пирки нумай тӗслӗхсене шута илетпĕр. Ҫынсем кантӑксене уҫса хӑвараҫҫӗ, москит сеткисем хӳтӗлеҫҫĕ пулĕ тесе шутлаҫҫĕ имĕш.  Кашни ҫулах ҫавӑн пек  пăтăрмахсем пулаҫҫĕ,  ача-пӑчасем пурнӑҫран вăхăтсăр уйрăлса каяҫҫĕ, чӳречерен ӳксе шар кăтартаҫҫĕ", - тесе палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Правительство членӗсемпе кашни эрнере ирттерекен канашлура. Вӑл май килнӗ таран профилактика ӗҫне туса ирттерме, ҫавӑн пекех халӑха хӑрушлӑхсем ҫинчен пӗлтерме хушнă.

Строительствӑн ҫӗнӗ нормисем ҫинчен калакан йышӑнусемпе килĕшӳллĕн ятарлӑ хӳтĕлев механизмсене чӳречесем ҫинче вырнаҫтармалла. Пур-пĕрех хăш-пĕр кивĕрех ҫуртсем ҫиннче чӳречесене кирлĕ пек хатĕрсемпе тивĕҫтерсе ĕлкĕреймен-ха.     "Паллах, унта ҫакӑн пек инцидентсем сиксе тухас хӑрушлӑх пысӑк. Кунта пирӗн май килнӗ таран профилактика ӗҫне туса ирттермелле", - тенĕ республика Ертӳҫи.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре виҫӗ ача чӳречерен тухса ӳкнĕ тĕслĕхе шута илнĕ, вилнисем  ҫук.  Ҫулталӑк каялла ҫак кун тӗлне 12 тӗслӗх пулнӑ, пĕр ача пурнăҫĕ вăхăтсăр татăлнă. 2021 ҫулта пурӗ 31 ача чӳречерен ӳкнĕ тесе палăртнă.

"Хӑйсен пултарулӑхӗпе кӑсӑклӑхне пула ачасем уҫӑ чӳрече умӗнче питӗ ларма юратаҫҫĕ», - палӑртнă Чӑваш Ен Сывлӑх министерствин  тĕп медицина психологӗ Оксана Рындина. «Хӑвӑр ачӑрпа инкек пулма пултаракан сӑлтавсен списокне ҫырӑр та вӗсене тĕплĕн тишкерĕр. Сирӗн ачӑр хӑрушлӑх ҫинчен пӗлет-и? Эсир хӑвӑр ачӑрӑн ӳсӗмри уйрӑмлӑхӗсем ҫинчен пӗлетӗр-и: ачасем ҫӳллӗшӗнчен хӑрамаҫҫĕ. Вӑл туйӑм  вĕсен пачах та ҫук пĕчĕккĕ чухне. Шӑп та шай пӗлесшӗн ҫунни тепре чухне инкек патне илсе тухать те.  Пирĕн вĕсене хăрушлăх патне ҫитесрен кулленех сыхă тăмалла, чӳречесене яри уҫма ирĕк памалла мар. Сетка вĕсене сыхлать имĕш тесе шанса тăмалла та мар.  Вăл  шăпах та, инкек тума витĕм кӳрекенни пулса тăрать те.  4-5 ҫулхи ачасене чӳрече патне пачах та илсе пыма юрамасть.  Ҫӳллӗше ӑнланасси 5-7 ҫултан ҫеҫ  ачан куҫ умне тухма пуҫлать, кăштах та пулин хăрама тытăнать", - тенĕ вăл.

Чӑваш Ен Сывлӑх министерстви тулаш сӑлтавсенчен ача-пӑча вилӗмне асӑрхаттарас енӗпе комплекслӑ ĕҫлет: социаллӑ сетьсенче, патшалӑх органӗсен площадкисенче тӳрӗ эфирсем иртеҫҫӗ, Чӑваш Ен Сывлӑх министерствин специалисчӗсем МИХсенче тухса калаҫаҫҫӗ, тĕрлĕ усăллă канашсем парса пулăшаҫҫĕ.



07 июня 2022
09:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter