Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думинче чăваш йăли-йĕркипе культурине тата чĕлхине аталантарас ыйтăва пăхса тухнă

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думинче чăваш йăли-йĕркипе культурине тата чĕлхине аталантарас ыйтăва пăхса тухнă

РФ Патшалăх Думинче наци ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен комитетăн Председателĕпе Геннадий Семигинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Икĕ ен уҫă калаҫу вăхăтĕнче чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе культурине, тăван чĕлхене аталантарассипе ҫыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Проектсене пурнăҫа кĕртессине пăхса тухнă, тăван халăхăмăрăн чĕлхине тĕрлĕ мероприятисемпе ҫирĕплетсе тата та анлăрах сарасси пирки канашланă. Калăпăр, ҫĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче «Тĕрленĕ Раҫҫей картти» Чăваш Енре федераци проекчĕ пурнăҫа анлăн кĕрет, ăна халăх умĕнче презентацилессине пĕлтернĕ Ертӳҫĕ. Палăртнă мероприятине Геннадий Семигин та хапăл тусах хутшăнасса каланă.   

Ырă пуҫару епле килсе тухни пирки каласа кăтартнă республика Пуҫлăхĕ. «Чăваш Республикинче Чăваш тĕррин кунне йышăннă.  Ун чухне шăпах та, чăваш хĕрарăмĕн сурпанне «Сурпан Пĕрле» ят парса мĕнпур районсемпе хуласенчен ăстаҫăсем пĕр чăмăра пухăнса тĕрленĕ пулнă. Ун хыҫҫăн, Раҫҫей карттине тĕрлесси пирки шухăш та килсе тухнă. Кашни регион ку проекта хутшăнма хапăл тунă. Раҫҫейри мĕнпур халăха пĕр чăмăра пухма витĕм кӳрекен проект пулса тăчĕ», - тесе хыпарланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  Унăн йĕркелӳҫи пулма, ăна ламран лама куҫарса пыма витĕм кӳрсе пыраканĕсен пĕри – Раҫҫей артистки Надежда Бабкина. «Вырăс юррисем» ансамбльпе Чăваш Ене килме кăмăл тунă сумлă хăна. Раҫҫей кунĕнче – ҫĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче вăл пирĕн тăрăхра пулĕ. Чăваш Енре хатĕр  тĕрленĕ Раҫҫей карттине кăтартĕҫ. Каярах вара паллă ĕҫе федераци округне кĕрекен мĕнпур регионсене илсе ҫитерме плана кĕртнĕ.  

Сăмах май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Енре пĕтĕмпе 128 тĕрлĕ наци ҫынни пĕр-пĕринпе туслă килĕштерсе пурăннине те палăртнă уҫă калаҫу вăхăтĕнче. Халăхсен Туслăх ҫурчĕ регионта пур, унта тĕрлĕ халăх ҫыннисем пĕрле пухăнса пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе паллашаҫҫĕ, ҫитĕнекен ăрăвăн ăс-хакăл тĕнчине пуянлатса пыма витĕм кӳреҫҫĕ. «Раҫҫей ҫăлкуҫĕсем» фестиваль ҫулсерен иртет, вăл мероприятинче халăхăн пуян культурине курса савăнма, чун-чĕресене хавхалантарма пулать.

Тĕп ҫул-йĕрсенчен пĕри – тăван чăваш чĕлхине аталантарасси те. Кун пирки ҫирĕппĕн каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Республикăра кĕҫĕн классенче вĕренекен ачасене валли вĕрентӳ пособийĕсем чăвашла тухса пынине, ăҫ-хакăл тĕнчине пуянлатса, ăша хывса пурăнма мĕнпур условисем ҫителĕклĕ пулнине те хыпарлнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.    Калаҫу чĕлхи вăй илсе пырать, чăвашла вĕренес текенсен йышĕ те сахал мар. Наци вулавăшĕ тĕрлĕ методика хатĕрĕсемпе пуянланса пырать, унта ҫамрăксем кулленех хăйсен тавра курăмлăхне ӳстерме ҫӳреҫҫĕ.

Тепĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту – этнокультура туризмне аталантарасси. Халăхăн йăли-йĕркипе ҫыхăннă культурăна аталантарасси, алă ĕҫ ăстисене валли хăтлă условисем туса парасси, мастер-классем йĕркелесси ыйтусем те кулленех кун йĕркинче тăраҫҫĕ.  Туристсем ку ыйтусемпе питĕ кăсăкланаҫҫĕ. Вĕсене валли ҫулсен карттине те хатĕрленĕ.      Потенциал пысăк, туристсем пирĕн тăрăха килме кăмăл туни те куҫ кĕретех.  Ку енпе тĕрлĕ мероприятисене йĕркелесе ирттерме пулăшу пама шантарнă Геннадий Семигин.

 

 



07 июня 2022
15:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter