Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев  Социаллӑ ӗҫчен кунĕпе саламлани

Социаллӑ сферӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе саламлатӑп!

 Социаллӑ ӗҫчен кунӗ – ҫыншӑн тӑрӑшасси тӗп вырӑн йышӑнакан ҫӑмӑлах мар, анчах та пархатарлӑ профессие суйласа илнӗ, ырӑ кӑмӑллӑхӗпе тата кирлӗлӗхӗпе палӑрса тӑракан ҫынсене тивӗҫлипе хисепе хунине тата сумлӑн чысланине палӑртмалли паха мел.

         Паян социаллӑ хӳтлӗх парасси тата социаллӑ ыйтусене тивӗҫтересси –комплекслӑ майпа тата ятран тӑвакан ӗҫ. Эсир нумай ачаллӑ ҫемьесене, сусӑр ҫынсемпе ветерансене, пенсионерсене тата патшалӑхран уйрӑмах пулӑшу кӗтекен ҫынсен ытти ушкӑнӗсене пулӑшатӑр, ҫавӑн пекех никампа чунне уҫса калаҫма май пулман ҫынсемпе курнӑҫса вӗсен чун-чӗрине лӑплантаратӑр. Ҫак тивӗҫе ырӑ кӑмӑллӑхсӑр, хӗрхенӳлӗхсӗр, сӑпайлӑхсӑр тата хӑвӑн ӗҫне чунтан юратнисӗр пурнӑҫлама май ҫук.

         Аслӑ ӑру пурнӑҫне пахалӑхлӑрах тата хӑтлӑрах тӑвасси – патшалӑхпа обществӑн пӗлтерӗшлӗ тӗллевӗ. Паян аслӑ ӑрӑва пулӑшу памалли майсен анлӑ тӗсӗ  вӑйра тӑрать. Социаллӑ ӗҫченсем 60 ҫултан ас­лӑрах кашни иккӗмӗш ҫынна патронаж мелӗпе асӑрхаса тӑраҫҫӗ. Чӑваш Енре ачаллӑ ҫемьесене хутшӑнтарса ҫулсерен социаллӑ пӗлтерӗшлӗ 300 ытла мероприяти пулса иртет. Социаллӑ хӳтлӗх сферинче вӑй хуракансем хӑйсен ӗҫӗн тухӑҫлӑхне тӑтӑшах ӳстерсе пыма тӑрӑшаҫҫӗ, пулӑшу тӗсӗсем йышланаҫҫӗ, хальхи технологисем ӗҫе кӗреҫҫӗ.    

Хастарлӑхӑрпа ырӑ кӑмӑллӑхӑршӑн, ҫынсемшӗн тӑвакан пархатарлӑ ӗҫӗршӗн тав тӑватӑп. Сире ҫирӗп сывлӑх, телей тата яваплӑ ӗҫӗрте ҫитӗнӳсем сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                        Олег Николаев                                



08 июня 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter