Малашне тата тӑрӑшарах ӗҫлемелле

«Росатомăн» пилот проекчĕпе килĕшӳллĕн пуçарнă ĕç Чăваш Енре темиçе çул пурнăçланать ĕнтĕ. Курăмлă кăтартусем пур.

Çак мерпоприятисем 500 пин çын-сехет перекетлеме май панă та ĕнтĕ. Кун пирки экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов Министрсен Кабинечӗн паянхи ларӑвӗнче влаç органĕсенчи, вĕсене пăхăнакан тытăмсенчи перекетлĕ управлени проектне пурнăçлас ыйтупа калаҫнӑ май сӑмах хускатрӗ.

Олег Николаев малтанхи кăтартусене пурнăçласси çăмăлрах пулнине, малашне вара ку енĕпе çине тăрарах ĕçлеме тивессине палăртрĕ, çак çулпа малалла та хăвăртлăха чакармасăр утма чĕнсе каларĕ.



Хыпар
08 июня 2022
14:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter