Ултӑ проект грант илет

Министрсен Кабинечĕ юнкун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларура ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗ. Укçапа çыхăннă хыпарсенчен пӗри — культурăпа искусство сферинчи инноваци проекчĕсене грантсемпе хавхалантарма йышăнни.

Культура министерстви ку енĕпе конкурс ирттернĕ, Светлана Каликова унăн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Ултă проект 600 пин тенкĕ грант илет. Çав шутра — Патăрьел районĕн централизациленĕ клуб системин «Анатри чăвашсен тĕпелĕ», Вăрмар районĕнчи ачасен пултарулăх шкулĕн «Артмастерской», Сĕнтĕрвăрринчи муниципалитет учрежденийĕн «Хăвăншăн Бичурина уç» проекчӗсем, «Акаци» культура çурчĕн культурăпа çутĕç марафонĕ, Етĕрне районĕн централизациленĕ клуб системин Аркадий Айдака чысламалли тата Пăрачкавсен централизациленĕ клуб системин ачасен пултарулăхĕн фестиваль-конкурсĕ.



Хыпар
08 июня 2022
17:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter