Чӑваш Ен РФ Патшалӑх Думинче «Çĕнтерӳ чиккисем» куравпа паллаштарнă

Чӑваш Ен РФ Патшалӑх Думинче «Çĕнтерӳ чиккисем» куравпа паллаштарнă

«Çĕнтерӳ чиккисем» курав Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думинче ҫĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕччен пулать. Тăван ҫĕршвăн Аслă вăрҫинче 1941-1945 ҫулсенче Ҫĕнтерӳ тунисене тата Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвас ĕҫе хутшăннă паттăрсене халалласа Чăваш Республикинче юлашки икĕ ҫул хушшинче ҫав тери пысăк ĕҫ пурнăҫланă, сахал мар тĕпчев ĕҫĕсем йĕркеленĕ, архивран тĕрлĕ материалсем пухса капмар проект туса хунă.

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Пулăшуҫи Владимир Мединский хăйĕн сăмахĕнче курава уҫнă май, паянхи пурнăҫ таппишĕн те ҫак ĕҫ ҫав тери вырăнлă тесе хакланă. «Çĕнтерӳ чиккисем» проект пĕлтерĕшĕ ҫĕршывшăн та питĕ пысăк. Историне ялан асра тытмалла, унпа мăнаҫланмалла», –  тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче совет халăхĕн паттăрла ĕҫĕ тĕп символсенчен пĕри. Вăрҫăн тумхахлă ҫулĕсенче пирĕн ентешсем, ырми-канми хăйсене шеллемесĕр, ҫĕнтерĕве ҫывхартас тесе кунĕ-ҫĕрĕпе кĕске вăхăт хушшинче алăсемпе нимĕнле техникăсемсĕр ĕҫлесе паттăрлăх кăтартнă. Патшалăх комитечĕн тĕллевĕсене туллин пурнăҫланă, йывăрлăхсене парăнтарса ҫĕнтерӳ патне ăнтăлнă.  «Паттăрсене сума сунни, вĕсене чыслани, ĕмĕр асра тытма май паракан объект Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тунă паттăрсене халалланă мемориал.  Ку ĕҫе Чăваш Республикин Ертӳлĕхĕ пуҫарса янă.  Ҫитес тапхăрта паллă пулăмра уҫма хатĕрленеҫҫĕ пысăк объекта. Раҫҫейри ҫарпа истори обществин йышăнăвне тĕпе хурса  пуҫаруллă объекта Чăваш Енре хута яма килĕшнĕ», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Владимир Мединский.  Ҫитĕнекен ăрусен асĕнче паттăрсен ĕҫĕ ĕмĕр упрантăр, вĕсемпе яланах мăнаҫланччĕр», тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

«Эпир ĕҫсене Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Владимирович Путин хушăвне тĕпе хурса йĕркелесе пыма тытăнтăмăр. Архивпа ĕҫ хучĕсен центрне тума пуҫларăмăр. Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче паттăрăн кĕрешнĕ салтаксене, тăшмана парăнтарас тесе хăйсене шеллемен халăха пирĕн ялан асра тытмалла. Историре те вĕсем яланах тĕп вырăнта пулмалла», – тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче мероприятине пухăннисене тав тунă май.

«Пурсăра та пысăк тав. Питĕ килĕшсе ĕҫлерĕмĕр, пĕрле пĕр чăмăра пухăнса кăсăклă та пысăк пĕлтерĕшлĕ материалсем пухса хатĕрленĕ.  Малашне те ҫапла ĕҫлесе пыма эпир хатĕр.  Аса илӳсем пире ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма витĕм кӳреҫҫĕ, хавхаланса ĕҫлесе пыма вăй-хал хушаҫҫĕ», – тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Сахал мар мероприятисем йĕркеленĕ республикăра. Чи анлă сарăлнисем: кĕнеке калăпласа кăларни, куравсем, спектакльсем тата ытти те. «Пĕтĕмпе ултă кĕнеке хайласа кăларнă, вĕсенче пĕтĕмпех архив ĕҫĕсене тĕпе хурса материалсене калăпланă. Паянхи куна Чăваш Енре Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннă паттăрсем – 150 пурăнаҫҫĕ. Вĕсем пирки те тĕплĕн ҫырса кăтартнă кĕнекесенче. Ачасем вĕсенчен  кăсăклă интервьюсем илнĕ. Шыравҫă ушкăнĕсем, Шупашкар хулинче вĕренекен шкул ачисем тĕрлĕ муниципалитетсене ҫитсе паттăрсем пирки паха материалсем пухнă.  Тăтăшах ватăсемпе курса калаҫнă, вĕсем пирки чаплă хайлавсем ҫырма пикеннĕ. Вăрҫă вăхăтĕнчи ачасемпе паянхи ачасем пĕр-пĕринпе курнăҫса, пĕр-пĕрин шухăш-кăмăлĕ пирки ыйтса пĕлнĕ», – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   

Регион Ертӳҫи мемориала тăвас ĕҫ вĕҫленсе пынине хыпарланă. Планпа килĕшӳллĕн ăна утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче уҫма тĕллев лартнине те каланă мероприятине пухăннă хăнасене.

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин Председателĕн пĕрремĕш ҫумĕ Александр Жуков хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн командине ҫакăн пек пысăк та хăйне евĕр пĕлтерĕшлĕ ĕҫ тунăшăн мухтаса тав тунă. «Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин факчĕсене тĕпе хурса эпир пуласлăха та истори тĕлĕшĕнчен пĕлтерĕшлĕрех тума пултарайратпăр. Ăнсăртран мар, Шупашкар хулине Ĕҫ мухтавĕн хулин ятне панă. Курава ҫав тери чаплă хатĕрленĕ, чылай кăсăклă материалсем пухса вĕсене халăха валли тирпейлесе  калăпласа панă. Нумай ăрушăн вĕсем тĕп вырăнта пулĕҫ», - тенĕ вăл. 

«Кашни паттăрла ĕҫе пухса пĕр чăмăра пĕрлештерни, вĕсен ĕҫĕсем пирки пĕлтерни – ҫав тери паха. Уйрăмах ҫитĕнекен ăрушăн вĕсен ырă ĕҫĕсем ĕмĕр асра юлĕҫ.  ЛДПР фракцинче тăрăшакансен ячĕпе Чăваш Республикин Пуҫлăхне тав тăватăп. Кашни ҫын ҫĕршыва хӳтĕлес тесе, уншăн тăрăшса мĕнпур вăйтан ĕҫлени паха. Раҫҫейе юратсан, эпир ялан ҫĕнтеретпĕр», – тесе палăртнă РФ Патшалăх Думин Председателĕн ҫумĕ Борис Чернышов.

Аслă историне тарăнрах пĕлме ҫул-йĕр уҫать тесе каланă РФ «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» фракцийĕн ертӳҫин пĕрремĕш ҫумĕ Вячеслав Макаров.    

«Ҫакнашкал куравсем ҫĕнтерӳҫĕсен паттăрла ĕҫĕсем пирки тарăнрах пĕлме хистеҫҫĕ, халăха тата та туслăрах пурăнма, пĕрле килĕшсе ĕҫлеме вăй-хăват та хушаҫҫĕ. Паттăрсем пирки пĕрне-пĕри каласа кăтартма, вĕсемпе мăнаҫланма та витĕм кӳрет», – тенĕ вăл.   «Ҫакнашкал йĕркепе пирĕн Санкт-Петербургра та ĕҫсем пулса пыраҫҫĕ. Ачасем паттăрсемпе тăтăшах тĕл пулса калаҫаҫҫĕ, вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлеҫҫĕ.  Ку курав чăнласах та, питĕ лайăх, пире пурне те тĕрĕс ҫул-йĕрпе пыма вĕрентет. Хальхи пурнăҫ таппишĕн те витĕмлĕ пулса тухать», – тенĕ вăл. КПРФ Политика партийĕн фракцийĕн ертӳҫи Геннадий Зюганов Чăваш Ен халăхĕ ĕҫлеме юратнине, хăйне евĕр ăс-хакăл тĕнчипе пуян тесе хакланă.  «Чăваш халăхĕ мĕн авалтан хăйсен ҫемйинче чи кĕҫĕн ывăлне мĕнпур пурлăха ашшĕ-амăшĕ пиллесе хăварать. Аслисем хăна пек килсе ҫӳреҫҫĕ. Кил хуҫисем тутлă апат-ҫимĕҫпе ялан кĕтсе илеҫҫĕ.    Республика Пуҫлăхне саламлатăп, вĕсем хăйсен йăли-йĕркисене ĕмĕр тытса пыма тăрăшаҫҫĕ, ăна ламран-лама куҫарса пырассишĕн ĕҫлеҫҫĕ», - тенĕ коммунистсен лидерĕ.

«СПРАВЕДЛИВАЯ РОССИЯ - ПАТРИОТЫ - ЗА ПРАВДУ Политика партийĕн ҫĕршыври фракцийĕн ертӳҫи Сергей Миронов хăйĕн сăмахĕнче Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче ырми-канми ĕҫленĕ паттăрсем пирки сахал упранса юлнă хыпарсене тĕпчесе, паян халăх патне илсе ҫитерессишĕн тăрăшать Чăваш Ен тесе каланă. «Хӳтĕлев чиккисене хĕрарăмсем тунă. Ачасемпе пĕрле ватăсем ырми-канми вăй хунă. Тăм чавса кăларма ҫăмăл пулман, 3 млн куб метр чухлĕ чавнă пирĕн ентешсем. Сахал мар объектсем тунă, ҫĕр айĕнче пурăнма ятарлă шăтăксем алтнă. Тăшмана пирĕн патне яман. Вĕсем кулленех сыхă тăнă», тенĕ вăл.  «Чăнласах та, Шупашкар хулине Ĕҫ паттăрлăхĕн хули ятне пани те вырăнлă.   Вĕсем пысăк хисепе тивĕҫ. Пирĕн РФ Патшалăх Думинче ҫакнашкал курав уҫни питĕ лайăх. Эпир паттăрсене ĕмĕр асра тытăпăр. Тыл ĕҫченĕсемпе те мăнаҫланăпăр. Курав хатĕрленĕшĕн пысăк тав сире», - тенĕ фракцийĕн ертӳҫи.

«НОВЫЕ ЛЮДИ» Политика партийĕн фракцийĕн ертӳҫи Алексей Нечаев курав пĕлтерĕшĕ пысăк тесе хакланă. «Эпир яланах иртнипе мăнаҫланайратпăр. Пирĕн тепĕр тесен, сăлтавĕ те пур. Паянхи паттăрсем те пире ҫитĕнӳсем тума хавхалантараҫҫĕ», тенĕ вăл. 

РФ Патшалăх Думинче финанс рынокĕ енĕпе ĕҫлекен Комитетăн Председателĕ Анатолий Аксаков Раҫҫейри ҫарпа истори обществине пысăк тав сăмахĕсем каланă, Чăваш Енĕн пуҫаруллă ĕҫне пурнăҫа кĕртме витĕм кӳнĕшĕн мухтанă. 

«Чăваш Ен паян та паттăрсемпе пуян», - тенĕ вăл сăмаха тăсса.  Курава уҫма Чăваш Ен Геройĕсем: Николай Бударин, Николай Гаврилов килсе ҫитнĕ.

«Курава Чăваш Ен Правительстви тата РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева тĕплĕ хатĕрленĕ. Комитет та сахал мар тĕрев пачĕ», – тенĕ РФ Патшалăх Думинче ҫамрăксемпе ĕҫлекен Комитетăн Председателĕ Артем Метелев. Пире Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ҫамрăксем пирки хăй шухăшне пĕлтерни питĕ пĕлтерĕшлĕ те кăсăклă пулчĕ. Ҫамрăк ăру шырав ĕҫĕсене хастар хутшăннине, тĕрлĕ уҫă калаҫусем ватăсемпе ирттерни, паттăрла ĕҫсем пирки кăсăклă материалсем ҫырни те паха. «Добро.ру» Платформăра Чăваш Енре ырă ĕҫ тума пикенекен 968 ҫын регистрациленнине те асăннă вăл. Вĕсем ветерансемпе кулленех курнăҫаҫҫĕ, ырă ĕҫсем туса пыма пикенеҫҫĕ. Пĕр сăмахпа каласан, ҫамрăксем регионта хастар ĕҫлени куҫ кĕретех тенĕ вăл.    

Курава ертсе пыраканĕ РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева.  «Чăваш Ен пуҫарнă ĕҫ ыттисемшĕн тĕслĕхре. Патшалăх Думинче йĕркеленĕ пĕрремĕш курав пулса тăчĕ. Пĕрлехи ĕҫе кăтартса парать ҫак курав. Пурсăмăра та пĕр чăмăра пухăнса ĕҫлеме вĕрентет. Сăр рубежĕ – пирĕн тĕп историсенчен пĕри. Эпир ăна ĕмĕр асра тытса упрăпăр», тенĕ депутат. «Эпир ку куравра пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсене те курайратпăр, историне ăша хывса пурăнма вĕренетпĕр. Депутатсем хапăл тусах кăсăкланаҫҫĕ мĕнпур ĕҫсемпе», тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Чи пахи – архив ĕҫĕсем. Куравра сăн ӳкерчĕксене архив материалĕсем тăрăх тĕпчесе вырнаҫтарнă. Халăхăн паттăрла ĕҫĕ тĕплĕн сăнарланнă куравра.  Экспонатсен шутĕнче тивĕҫлĕ вырăн йышăнать Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тунă паттăрсене асăнса йышăннă медаль. Вăл паттăрла ĕҫсене тунăранпа 80 ҫул ҫитнине палăртать. Паллă пулăмра программăпа килĕшӳллĕн ытти ĕҫсене те йĕркеленĕ, курав питĕ кăсăклă тесе хакланă мĕнпур халăх. «Çĕнтерӳ чиккисем» курава РФ Патшалăх Думинче ҫĕртме уйăхĕн 6-10-мĕш кунĕсенче ирттереҫҫĕ.  РФ Федераци Канашĕнче вăл ҫĕртме уйăхĕн 14-17-мĕш кунĕсенче пулĕ.

 

 



09 июня 2022
07:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter