Надежда Бабкина Чăваш Ене килсе çитрĕ

Çĕртме уйăхĕн 9-18-мĕшĕсенче Чăваш Енре «Раççей юррисем» Пĕтĕм Раççейри 16-мĕш фестиваль-марафон кĕрлесе иртĕ. Унăн авторĕ тата йĕркелӳçи – Раççей халăх артистки Надежда Бабкина. Вăл хăйĕнпе пĕрле 100 ытла артист илсе килчĕ. Фестиваль Çĕнĕ Шупашкарта старт илет. Унччен маларах артистка журналистсемпе пресс-конференци ирттерчĕ. Фестиваль-марафонăн пĕлтерĕшĕ пирки каласа пачĕ. 16 çул хушшинче фестиваль çĕршыври 63 субъекта çитнĕ. Пурĕ 600 яхăн фестиваллĕ мероприятисем иртнĕ. Чăваш Енре иртекен «Раççей юррисем» фестиваль 10 куна тăсăлĕ. Пурĕ 10 пысăк концерт ирттерме палăртнă. Раççей регионĕсенчен килнĕ пултарулăх ушкăнĕсемпе пĕрле вырăнти 48 коллектив хутшăнĕ. СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: «Надежда Георгиевна Бабкинана паян чăваш çĕрĕ çинче кĕтсе илтĕмĕр. Питĕ хапăл туса кĕтсе илтĕмĕр. Эпир ăна тахçанах кĕтетпĕр. Паян унăнпĕрремĕш концерчĕ Çĕнĕ Шупашкарта пулĕ. Вăл ытти районсене те çитĕ. Вăл ытти районсенче хуласенче пурнакан хăйĕн таланчĕпе, юрри-ташшипе савăнтарĕ. Унсăр пуçне унпа Мускавра театрта пĕрле ĕçлекенсем те килнĕ». Фестиваль кунĕсенче музыка шкулĕсенчи вĕрентекенсемпе вĕренекенсем валли Надежда Бабкина тата «Русская песня» ансамбль ăсталăх класĕсем ирттерĕç. НАТАЛЬЯ ПЕТРОВА: «Çакăн пек фестивальсем иртнипе эпĕ питĕ савăнатăп. Вĕсем питĕ кирлĕ. Тата ĕнтĕ эпĕ вĕрентекен пулнă май, çак фестивальсене ачасене те илсе килме шутлатăп. Весен чăваш юррисене, Раççей юррисене пĕлмелле, паллах. Çăвăнпа та Надежда Бабкинăн юррисене итлесен, ансамбль юррисене итлесен пирĕншĕн питĕ аван пулмалла. Çакăн пек фестивальсем тăтăшах пулччĕр. Пирĕн патне те килсе тăччĕр вĕсем. Эпир савăнса кайса куратпăр». Журналистсемпе иртнĕ тĕл пулура Раççей халăх артистки XXI-мĕш ĕмерте халăх юррисен пĕлтерешĕ пирки каласа пачĕ. Чăвашсен наци çи-пуçĕ, тĕрри-эрешĕ тыткăнланине пытармарĕ. Надежда Георгиевна çакнашкал фестивальсем çĕршыври наци культура çыхăнăвĕсене çирĕплетме пулăшнине палăртрĕ. «Раççей юррисем» фестиваль-марафон йышĕнче аслă ăру çыннисем кăна мар, çамрăксем те пур. Наци культурине сыхласа хăварасси вĕсемшĕн чун киленĕçне çаврăннă/



09 июня 2022
19:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter