Шупашкарта кинофестивале пĕтĕмлетрĕç

Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери XV-мĕш кинофестивале пĕтĕмлетрĕç. 6 кун хушшинче Чăваш Енре пурăнакансемпе хăнасен 40 ытла кинофильм курма, ăсталăх лаççисемпе тĕлпулусене хутшăнма май пулчĕ. Тÿресене чи лайăх режиссурăна, ăста актёрсене палăртма çăмăл пулман. Сумлă наградăсене камсем илме тивĕçнине Юлия Адюкова каласа парать. Кинофорум программи кăçал уйрăмах пуян пулчĕ. Конкурса тăратнă ĕçсен йышĕнче – чикĕ леш енчи режиссерсен тата Раççейри кино ăстисен картинисем пулчĕç. Куракансем çавăн пекех çĕнĕлле ӳкерсе йĕркеленĕ «Илья Муромец», «Солярис» фильмсемпе киленме пултарчĕç. НАТАЛЬЯ ПЕТРОВА: «Çакăн пек питĕ пысăк, Шупашкар фестивалĕ пирĕн хулара иртнишĕн эпĕ питĕ савăнатăп. Ку фестивале эпĕ пĕрремĕш хут хутшăнатăп, открытинче те пулса куртăм ĕнтĕ. Çак фестиваль вăхăтĕнче эпир çемьепе «Звезды мне укажут путь» ятлă кино кайса куртăмăр. Ку кино пире питĕ килĕршĕ, мĕншĕн тесен вăл çемьепе курмалли кино». Фестивале тăратнă ĕçсене сумлă тÿресем – кино тытăмĕнчи ăстасем тата режиссерсем хакларĕç. Илемлĕ фильмсен конкурсĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă парнине Раççей халăх артисчĕ Эдуард Артемьев тивĕçрĕ. Кинофестивалĕн Гран-прине Якут режиссерĕсен – Степан Бурнашевпа Дмитрий Давыдовăн «Ыт» фильмĕ çĕнсе илчĕ. Азербайджан хастарĕсен «Последний» фильмĕ регионта ӳкернисенчен чи лайăххи тесе палăртрĕç тÿресем. Чăваш Республикинчи режиссерăн – Марат Никитинăг «Соучастник» фильмĕ вара «Чи лайăх режиссура» ята тивĕçрĕ. «Фестивальте мĕн кăтартнине урăх ниçта та кураймăн», – палăртаççĕ Шупашкарта пурăнакансем. Кинофорум вĕçленчĕ, çапах та вăл хăварнă ăшă туйăм халăх асĕнче чылай вăхăт упранĕ /



09 июня 2022
08:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter