Тыл ĕçченĕсене халласа
Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думинче «Çĕнтерӳ чиккисем» курав уçăлчĕ. Ăна Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансене халалланă. Кунта архив докуменчĕсем, сайра тĕл пулакан сăн ӳкерчĕксем, сумлă çынсен историйĕсем, кинофильмсем курма пулать. Тыл ĕçченĕсене халалласа Чăваш Ен пысăк ĕç хатĕрленĕ. Мускавра иртекен мероприятие Чăваш Ен делегацийĕ те хутшăнчĕ. Курава уçнă çĕрте çĕршыври Патшалăх Думин депутачĕсем, Раççей геройĕсем тата ыттисем пулчĕç. Тыл ĕçченĕсене халалланă ĕçе пахаларĕç. Вăл ытти регионсемшĕн те тĕслĕх вырăнĕнче пулнине палăртрĕç. Историе упрама, хӳтĕлеме, çитĕнекен ăру асра хăвартăр тесе тăрăшмалла. Ку ĕнтĕ «Çĕнтерӳ чиккисем» куравăн тĕп тĕллевĕ. Кунти паттăрсем – тыл ĕçченĕсем. Вĕсен сумлă ĕçĕ чылай вăхăт манăçра пулнă. 380 çухрăм окоп чавса хӳтĕлев чикки тунă хастарсем пирки халĕ тĕнчипех калаçаççĕ. – Çак выставка пирĕн Патшалăх думи площадкинче уçăлни питĕ паллă япала, мĕншĕн тесен эпир хамăр патĕнче Чăваш Республикинче пĕлтĕр, кăçал та самаях нумай ĕç туса ирттертĕмĕр. Ку ĕнтĕ тĕрлĕ енлĕ тĕпчев ĕçĕсем, кĕнекесене пичетлесси, концертсем, юрăсем, сăвăсем тата ытти самай ĕç туса ĕлкĕртĕмĕр. Паян эпир çак выставкăра ыттисене каласа панă вăхăтра эпир куратпăр ĕнтĕ чунĕсем хавхаланаççĕ, куçĕсем çуталаççĕ. Çавăнпа та çак выставкăна Патшалăх Думинче туни пирĕншĕн питĕ палăртуллă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче тыл ĕçченĕсен курăмлă ĕçĕ çинчен ыттисем те пĕлччĕр. Кураври стендсем çинче Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен историне вырнаçтарнă: архив справкисем, çынсем хăйсем илтни курнине каласа пани, окоп чавнă вăхăрти документлă фильм пайĕсем. Экспонатсен шутĕнче чикĕсем чавакансене 80 çул çитнине халаланă астăвăм медалĕ те пур. – Пирĕн унчченхи ăрусем вăрçă вăхăтĕнче хăйсен паттăрлăхне кăтартни, кирлĕ ĕçсене вăхăтра туса пыни, манăн шутпа, яланах кирлĕ япаласем. Йывăр вăхăтра тĕрлĕ чăрмавсемпе тĕл пулатпăр. Çав вăхăтсене аса илсессĕн, ун чухнехи вăхăтсемпе паянхисене танлаштарсассăн, куратпăр ĕнтĕ паянхисем нимте мар пек туйăнаççĕ. Çавăнпа та çакăн пек истори тĕслĕхĕсене пĕлни вĕсемпе питĕ туслă пурăнса вĕсен вăйĕпе хамăра вăйлатса паянхи йывăрлăхсмепе кĕрешсе пуласлăха кирлĕ пек туса пыма питĕ кирлĕ çавăн пек выставкăсем. Вăрçă паттăрĕсене халалланă проекта йĕркелени çамрăксемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç пухăннисем. Ентешсен пĕлтерешлĕ ĕçне ĕмĕрлĕхе асра хăварас тĕллевпе Чăваш Енре сахал мар ĕç тăваççĕ. Сăрпа Хусан чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалласа Куславкка районĕнче асăну комплексĕ çĕклеççĕ. Вăл тыл ĕçченĕсене халалланă Раççейри пĕрремĕш палăк пулĕ. Ăна утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче уçĕç. СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: «Пирĕншĕн çак выставка питĕ паллă, мĕншĕн тесен Патшалăх Думинче кашни регионтан депутатсем ĕçлеççĕ. Вĕсем паллă çынсем. Вĕсен пысăк авторитет. Кашни депутат хăйсен республикинче, регионĕнче аса илме пултарать çамрăксене, çав республика облаçĕсем вăрçă вăхăтĕнче мĕнле пурте пĕрле тăрăшса ĕçленĕ». «Çĕнтерӳ чиккисем» курав Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думинче çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕччен ĕçлет, Федераци Канашĕнче çĕртме уйăхĕн 14-17-мĕшĕччен/