Чăваш Енĕн система йĕркелекен предприятисен йышне тата та 22 организаци хутшăнĕ

Чăваш Енĕн система йĕркелекен предприятисен йышне тата та  22 организаци хутшăнĕ

Чăваш Республикинче экономика тăнăҫлă аталантарса пытăр тесе витĕм кӳрекен штабăн ларăвĕнче кун пирки каланă вăл. Ҫăмăл промышленноҫ валли хăш-пĕр критерисем палăрса пурнăҫа кĕрĕҫ. Система йĕркелекен предприятисен йышĕ самай сарăлать, кăтарту 22 предприяти таран ӳсме пултарĕ. Чăваш Республикин Экономика министерствине Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвне тума кирлĕ пек ĕҫ хучĕсене йĕркелесе ҫитерме сĕннĕ.

«Штаб ĕҫне тытăннăранпа пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫсем туса пыни куҫ кĕретех. Кирек-епле тухса тăракан йывăрлăха та парăнтарма туххăмрах йышăнусем пăхса хăварнă. Паллă, Раҫҫей Федерацийĕн Правительстви сахал мар тĕрев парать. Пулăшу мерисем чăннипех анлă – пĕчĕк тата вăтам бизнес тӳлекен налуксене темиçе хут пĕчĕклетессинчен тытăнса бизнес тĕлĕшпе уголовлă ĕçсене Налук служби ыйтнипе кăна пуçарасси таран. Кирек-епле пулăм пирки те ҫийĕнчех хыпарсене пĕлсе тăнă, вĕсене тимлĕх уйăрнă», – тесе ҫапларах каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Система йĕркелекен предприятисене пулăшас енĕпе ĕçлекен штаб кулленех тухăҫлă ĕҫлени те паллă . Ларура Анăç Раççей тĕлĕшпе йышăннă тата йышăнакан санкцисен условийĕсенче предприятисен ĕçне тивĕçтермелли мерăсене тишкернĕ.

Сăмах май, Олег Николаев штаб пайташĕсене кирлĕ пек йышăнусене туххăмрах туса хăварма кашни эрнере пĕр хутчен пухăнса, ыйтусене пĕрле сӳтсе явма каланă. Кирлĕ пулсан, хăй те ыйтусене уҫăмлатас ĕҫе хутшăнма хатĕррине хыпарланă. «Вăтанса ан тăрăр, йывăрлăхсем пирки ҫийĕнчех пĕлтерĕр, вăраха тăсăлса кайсан, кайран ыйтусене татса пама та ҫăмăлах мар пулĕ», – тесе чĕнсе каланă регион Пуҫлăхĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов бизнес тытăмĕнче ĕҫлекенсемпе ыйтăм йĕркелесе ирттернине пĕлтернĕ. Пулăшу мерисем вĕсене тивĕҫтереҫҫĕ е ҫук е тата ытти ыйтусем чылай пулнă. Тĕп тĕллев – предпринимательлĕх тытăмĕнчи лару-тăрăва уҫăмлатасси. Ыйтăма пурĕ республикăра ĕҫлекен 282 организаци хутшăннă. Вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче ĕҫлекенсем патшалăх тĕревĕпе усă курни куҫ кĕретех. Вĕсем хăйсен шухăшне ҫак палăртнă ыйтăмра та лайăх кăтартса панă тесе сăмаха малалла тăснă ведомство ертӳҫи. Хушма мерăсем те кирлĕ хăш-пĕр предприятисене. Ку та паллă пулнă ыйтăмра. Промышленноҫ, ял хуҫалăхĕпе суту-илӳ тытăмне тĕрев парасси ыйту та кун йĕркинех тухса тăрать.

Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова хăйĕн сăмахĕнче предприятисемпе организацисем патшалăх пулăшăвне туллин тивĕҫсе пынине кура, халăха вĕсем вăхăтра ĕҫпе тивĕҫтернине асăннă. Ĕҫсĕррисем регионта нумаях маррине, кăтарту ытти чухнехинчен пĕчĕкрех тесе хакланă. Пурĕ республикăра 5 261 ҫын ĕҫсĕр шутланса тăнине шута илнĕ палăртнă ведомство.

Регионта специалистсене хушма пĕлӳпе тивĕҫтерес тесе курăмлă ĕҫлесе пыраҫҫĕ. Кăҫал 2,1 пин ҫынна професси пĕлĕвĕ илме вĕрентсе кăларма плана кĕртнĕ. Паянхи куна заявка паракансем 1,4 пин ҫын. Кирлĕ профессисене илме шăпах та, пулăшаҫҫĕ пысăк профессионалсем.

Социаллă контрактпа усă курас текенсем те сахал мар. Кун пирки тепĕр хут ҫирĕплетсе каланă министр. Юлашки виҫĕ ҫул хушшинче пĕтĕмпе 1,6 пин ҫĕнĕ предприниматель хăйсен ĕҫĕсене пуҫарса яни те куҫ кĕретех. «Маларахри тапхăрсенче енчен те ҫемьере пĕри предприниматель пулса ĕҫлет пулсан, теприне вара патшалăх пулăшăвĕпе социаллă контракта тивĕҫме юраман. Хальхи вăхăтра кун пек чарăва пăрахăҫланă. Ҫемьере мăшăрсем иккĕшĕ те предприниматель пулайраҫҫĕ, енчен те вĕсем хăйсен пĕлтерĕшлĕ проекчĕсене ятарлă комиссире хӳтĕлеме пултарайраҫҫĕ пулсан», – ҫирĕппĕн каланă Алена Елизарова.

Ларура тепĕр пĕлтерĕшлĕ ыйту пирки те чарăнса тăнă. Ҫие юлнă хĕрарăм туллин апатлантăр тесе, е тата ачисем икĕ ҫула та ҫитмен пулсан, уйăхсерен паракан компенсацийĕн виҫине ӳстересси пирки Чăваш Республикин Ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министерстви тăратнă сĕнĕве ырланă.

Чăваш Республикин промышленноҫ тата энергетика министрĕ Александр Контратьев Раҫҫей банкĕ тĕп ставкăна 11 процента ҫитернине ырă хыпара каланă. Маларахри тапхăрти условисем предприятисемшĕн меллĕ пулман.

Федераци переченьне республикăна аталанма витĕм кĕрекен предприятийĕсем тесе 29 заявка панă. Вĕсене ҫăмăллăх кредичĕсемпе тивĕҫтерес тесе сĕнӳ панă. Вĕсенчен 12-шне пăхса тухса ырласа хăварнă, 5 млрд тенкĕ пама килĕшнĕ.

Федераци бюджетĕнчен патшалăх тĕревне тĕпе хурса, регионти промышленноҫ аталанăвĕн фондне трансферт мелĕпе 32,4 млн тенкĕ куҫарса пама йышăннă. Хальхи вăхăтра «ЭЛАРА» АО заявка пама ĕҫ хучĕсене хатĕрлеҫҫĕ. Ҫакнашкал заявкăна ВНИИР Промэлектро» тулли мар яваплă общество валли те пуласлăхра хатĕрлеме плана кĕртнĕ. Регионта импорта улăштарассипе ĕҫлекен предприятисем те курăмлă ĕҫлесе пынине палăртнă Александр Кондратьев. Калăпăр, «Химпром» ПАО тулли проект хатĕрлесе ҫитернĕпе пĕрех тесе сăмаха малалла тăснă ведомство ертӳҫи. Ял хуҫалăх ыйтăвĕсене те тишкернĕ. Акса ҫитĕнтермелли лаптăксене ӳстернĕ, планпа пăхса хăварнинчен пысăкрах тесе асăннă штаб членĕсем. Выльăх-чĕрлĕх апатне хатĕрлеме, чăх ҫăмартине, выльăх шутне самай пысăклатма май килнине каланă Чăваш Республикин вице-премьерĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов.

Сăмах май, 2022 ҫулта ял хуҫалăх пайне патшалăх енчен куҫакан мĕнпур тĕрев туллин пурнăҫа кĕрсе пынине асăннă вăл. Палăртма кăмăллă, хушма 15 пулăшу вăя кĕнĕ. Федераци енчен 40 тĕрлĕ пулăшупа усă курма пултарайрать ҫĕр ĕҫченĕ, кунсăр пуҫне республика енчен тата та 29 тĕрлĕ патшалăх пулăшăвĕпе усă курма майсем пур. Танлаштарас пулсан, 2021 ҫулта пурĕ те 51 тĕрлĕ пулăшу ҫеҫ пулнă. Кăҫал патшалăх грантне тивĕҫекенсем те сахал мар, вĕсен йышĕ 2,5 хут ӳснĕ. «Агростартап» грантпа усă куракансем те ҫук мар.

Чăваш Республикин цифра министрĕ Кристина Майнина хăйĕн сăмахĕнче юлашки икĕ эрне хушшинче официаллă сайтсене чăрмав кӳме тытăнакансен йышĕ 17 хут ытла та ӳснине каланă. DDos-атаккăсем час-часах патшалăх влаҫ органĕсен сайчĕсене чăрмавсем кӳме тытăннине палăртнă. Пысăк профессионалсем усал ĕҫ тума пикенекенсене тупса палăртнине, IP адресĕсене хупса лартнине палăртнă. Пурин те тимлĕ пулмаллине, чăрмав кӳме пултаракансем пирки кирлĕ пек хыпарсене вăхăтра пĕлтерме тăрăшмаллине те каланă вăл.



10 июня 2022
14:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter