«Хамăрăн йăла-йĕркесемпе ҫĕршыва ҫирĕплетрĕмĕр тата та пуянлатрăмăр», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

«Хамăрăн йăла-йĕркесемпе ҫĕршыва ҫирĕплетрĕмĕр тата  та пуянлатрăмăр», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

Раҫҫей кунне халалласа Чăваш Енре «Тĕрленнĕ Раҫҫей карти» анлăн пурнăҫа кĕчĕ, ăна халăх умне сумлăн тăратрĕҫ.   

Картта калăпăшĕ 3х6,7 метрпа танлашать.  Чăваш Енĕн тĕп хулинче – Шупашкарта «Паха тĕрĕ» фабрикăра пĕр чăмăра пухса тĕрленнĕ карттăна калăпласа  пуҫтарнă.  200 ытла ал ĕҫ ăстисем хăйсен пултарулăхне ҫав тери кăткăс та кăсăклă кăтартса пачĕҫ.  Раҫҫейри регионсене картта ҫинче туххăмрах тупма май пур, вĕсем кашни хăйне евĕр сăнарланнă тĕрĕсенче. Пысăк профессионалсем картта ҫине географи тĕлĕшĕнчен ҫирĕп йĕркесене пăхăнса регионсен паллисене вырнаҫтарнă.

 «Раҫҫейри культура еткерлĕхĕн ҫулталăкĕнче эпир ҫав тери пĕлтерĕшлĕ ĕҫ пурнăҫларăмăр.  Ăнсăртран мар Раҫҫей Президенчĕ пире кулленех хамăрăн ҫĕршывăмăра инфратытăма вăй илтерме витĕм кӳрекен проектсемпе пуянлатмаллине аса илтерсех тăрать. Пирĕн хамăрăн йăла-йĕркесене упраса, вĕсене ламран-лама куҫарса пырассишĕн пурсăмăрăн та ырми-канми тăрăшмалла.  Тĕрлĕ наци ҫыннисем пĕр-пĕринпе ҫирĕп  туслăхра пулнине сăнарлать ҫак пулăм. Пысăк ҫĕршывăмăрта пурте хамăрăн культурăна ăша хывса пурăнни куҫ кĕретех. Пуласлăх пĕтĕмпех йĕркеллĕ пултăр, ӳлĕмрен туслăх тата вăйлăрах ҫирĕплентĕр», – тесе ҫапларах каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.   

Мероприятине паян хăнасемпе пĕрле Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин Комитечĕн Председателĕ Анатолий Аксаков, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева хутшăннă.

«Раҫҫей карттине тĕрлес текен шухăш питĕ витĕмлĕ пулчĕ. Пирĕншĕн чăн-чăн мăнаҫлăх. Чăваш Енĕн пуҫаруллă проекчĕ ыттисемшĕн паха тĕслĕх вырăнĕнче.  Ăнсăртран мар каланă Чăваш çырулăхĕн никĕсне хываканĕ «Чăвашăн çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ» тесе», – палăртнă Олег Николаев.   Ҫав тери лайăх, пирĕн пуҫаруллă проекта ытти регионсем хапăл тусах йышăнни.

Проект туллин пурнăҫа кĕчĕ тесе сăмаха ҫирĕппĕн каланă республика Пуҫлăхĕ. «Тĕрленнĕ карттăна Раҫҫейĕн рекорд кĕнекине те кĕртсе хăварма пулать пулĕ.  Кирлĕ пулсан, хамăр енчен заявка тăратма шантаратпăр», – тесе сăмаха ҫавăрнă вăл.

Пуҫласа тĕрленĕ Раҫҫей карттине Петербургра пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче ҫĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче хăнасене кăтартĕҫ.  

Надежда Бабкина «Русская песня» ансамбльпе Чăваш Ене килсе ҫитнĕ. Чăваш ен питĕ тарават пулнишĕн мухтанă, халăхăн кăмăллĕ лайăх тата сăпайлă тенĕ вăл. «Раҫҫей юррисем» Пĕтĕм Раҫҫейри марафона тĕпе хурса республикăра ытти районсемпе хуласенче унăн юрри-кĕвви янăрассине палăртнă.  «Сирĕн Раҫҫей карттине тĕрлес текен шухăшăр мана питĕ кăсăклантарса ячĕ. Эпĕ мăнаҫланса, хапăл тусах килĕшрĕм ҫак проекта хутшăнма, ăна ертсе пыма. Раҫҫейе юратнине, унпа мăнаҫланнине ҫирĕплетет ҫак мĕнпур ĕҫ. Тăван ҫĕршывăмăра упраканĕ пулса тăрĕ  тĕрленнĕ карта», – тесе каланă хăй шухăшне Раҫҫей халăх артистки, Чăваш Республикин Пуҫлăхне тата унăн командине пысăк хак панă, маттур та пултаруллă, пысăк профессионалсем пулнине палăртнă.  

«Проектăн хăйне евĕрлĕхĕ – кашни халăх чун-чĕререн тĕрлени. Кунтах вĕсен юратăвĕ, ырă кăмăллăхĕ, вăй-хăвачĕ те сăнарланнă.  Раҫҫей ҫав тери пысăк пулнине пурсăмăр та лайăх куратпăр. Мĕн тери пуян вăл пирĕн ҫĕршывăмăр», – тенĕ сăмаха ҫавăрса юрăҫ.   

Маларах, сумлă мероприяти пуҫланиччен  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата Раҫҫей халăх артистки Надежда Бабкина ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Уҫă калаҫу вăхăтĕнче «Раҫҫей юррисем»   XVI-мĕш фестиваль-марафон ҫĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Енре анлă старт илнине палăртнă.  Пĕтĕмпе вунă кун хушшинче вунă концерт пулать регионта.

«Эсир тĕрлĕ районсене пулатăр. Ун чухне шăпах та, тĕплĕнрех Чăваш Ен культурипе паллашма пултарайратăр.  Пирĕн республикăра 128 тĕрлĕ наци ҫынни пĕр-пĕринпе килĕштерсе туслă пурăнать.  Пĕр-пĕрин хушшинче нихăҫан та тавлашу, ăнланманлăх пулман. Яланах пĕрне-пĕри пулăшса, пĕр-пĕриншĕн ырă ĕҫсем тума ҫеҫ пикеннĕ. Пĕр чăмăра пухăнса ялан пĕрле ĕҫлетпĕр, савăнатпăр», – тенĕ Олег Николаев.

Марафон пĕлтерĕшĕ паянхи пурнăҫ таппишĕн те паха. Тĕрлĕ халăх пĕр-пĕрне хисепленине, юратнине, сума суннине ҫирĕплетет.  Халăх пирĕн тĕп пуянлăх.  Кун пирки тепĕр хут палăртса каланă хăйĕн сăмахĕнче Надежда Бабкина.  

 



10 июня 2022
16:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter