Кĕтни пурнăçланĕ
Кăвак çулăмпа палăртнинчен маларах тивĕçтерĕç. Сăмах Йăлăм пирки пырать. Юпа уйăхĕнче Атăл леш енне çутçанталăк газĕ çитмелле. Кун пирки Чăваш Ен Правительство çуртĕнче ятарлă канашлура сӳтсе яврĕç. Йăлăмра пурăнакансем кăвак çулăмпа чӳк уйăхĕн вĕçĕнчен усă курĕç. Тунтикунсерен ирттернĕ ларура влаçра тăрăшакансем çак йышăнăва çирĕплетрĕç. Çапах та ятарлă канашлура асăннă вăхăта тепре тишкернĕ. Юпа уйăхĕн пуçламăшĕнчех çутçанталăк ырлăхĕ Атăл леш енне çитмелле. Çакна тума пур май та çителĕклĕ. Йăлăмри ултă ялта 53 çухрăм газ пăрăхĕсене иртнĕ çултах хывнă. Вĕсем кăвак çулăм йышăнма хатĕр, кирлĕ хутсене те йĕркеленĕ. Халĕ Мари Республикинче халĕ «Кокшамары» станцине çĕклеççĕ. Ăна юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен хута яма палăртаççĕ. РУСЛАН САБИРОВ: «Вăтăр çухрăмран 26-ĕшне çыпăçтарнă. Строительство ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Станцин ултă блокне пуçтарнă. Операторсен çуртне çĕклесе пĕтернипе пĕрех. Юпа уйăхĕн 1-мĕш тĕлне станцине тĕрĕслесе пăхма палăртатпăр». Чӳк уйăхĕн вĕçĕ е юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ. Йăлăмра пурăнакансене паллах ку питĕ пĕлтерĕшлĕ. Чи кирли – палăртнине пурнăçласси.