Нумай ачаллă ҫемьесене ҫĕнĕ пулăшу пулма пултарасси пирки хыпарланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

Нумай ачаллă ҫемьесене ҫĕнĕ пулăшу пулма пултарасси пирки хыпарланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

Ҫиччĕ е тата ытларах ача ҫемьесенче ҫитĕнеҫҫĕ пулсан, вĕсен пурăнмалли ҫурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма май пур. Аса илтеретпĕр, пĕлтĕр Ҫемйе тата  юрату кунĕнче саккăр е тата ытларах ачаллă ҫемьесене  кун евĕр патшалăх пулăшăвне тивĕҫтерме шантарнă. Пулăшăва пĕтĕмпе республикăра 85 мăшăр тивĕҫме пултарайрать.  

Ку пек ҫĕнĕ ҫӳлерех асăннă йышăнăва Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Социаллă пулăшу паракансен кунĕ ячĕпе халалласа ирттернĕ савăнăҫлă лару-тăрура пĕлтернĕ. Аслă ҫултисен пурнăҫĕ епле пуласси, сусăрсемпе ачасен пуласлăхĕ нумай чухне социаллă пулăшу паракан ĕҫченсенчен те сахал мар килет.  Кашни ҫыннăн хăйне шанса панă ĕҫе яваплăха туйса таса чунпа, саккунсене пăхăнса ĕҫлесе пымалла.

Социаллӑ хӳтлӗх парасси тата социаллӑ ыйтусене тивӗҫтересси – комплекслӑ майпа тата ятран тӑвакан ӗҫ. Нумай ачаллӑ ҫемьесене, сусӑр ҫынсемпе ветерансене, пенсионерсене тата патшалӑхран уйрӑмах пулӑшу кӗтекен ҫынсен ытти ушкӑнӗсене сахал мар тĕрев куҫать, ҫавӑн пекех никампа чунне уҫса калаҫма май пулман ҫынсемпе курнӑҫса вӗсен чун-чӗрине лӑплантарасси те кирлĕ пек пулса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Ҫак тивӗҫе ырӑ кӑмӑллӑхсӑр, хӗрхенӳлӗхсӗр, сӑпайлӑхсӑр тата хӑвӑн ӗҫне чунтан юратнисӗр пурнӑҫлама май  та ҫук пулĕ.

Палăртнă тытăм паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе ĕҫлесе пытăр тесе, патшалăх хăй енчен пĕтĕмпе кирлĕ пек мĕнпур условисене хатĕрлесе парать.  «Нумай ĕҫе цифра ҫине куҫарнă. Инфратытăм паянхи пурнăҫпа килĕшсе тăрать. Ҫуртсем паха, техника хатĕрĕ ҫителĕклĕ. Апла пулсан, кашни специалистăн тӳрĕ кăмăлпа яваплăха туйса ĕҫлемелле.  Тепĕр тесен, енчен те специалист хăйĕн ĕҫне юратать пулсан, ҫитĕнӳ пуласси те часах. Вăл кулленех ҫĕнĕллĕх патне туртăнать, пысăк технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса, хăйсен ĕҫне йĕркелесе пыма тăрăшать», – тесе каланă вăл.

Хастарлӑхӑрпа ырӑ кӑмӑллӑхӑршӑн, ҫынсемшӗн тӑвакан пархатарлӑ ӗҫӗршӗн тав туса, халăха социаллă пулăшупа тивĕҫтерессинче пысăк кăтартусемпе палăрнисене, яваплăха туйса ĕҫленисене яланхиллех патшалăх наградисем парса хавхалантарнă.

Халăха социаллă хӳтлĕх парас ĕҫре паянхи куна республикăра пĕтĕмпе ултă пин ытла ҫын тăрăшать.  Вĕсем пĕтĕмпех патшалăх енчен куҫакан пулăшусене кирлĕ пек категорири ҫынсем патне илсе ҫитерме тăрăшаҫҫĕ, ҫĕнĕлĕхсемпе те вăхăтрах паллаштарса пыраҫҫĕ.  Аслӑ ӑру пурнӑҫне пахалӑхлӑрах тата хӑтлӑрах тӑвасси – патшалӑхпа обществӑн пӗлтерӗшлӗ тӗллевӗ. Паян аслӑ ӑрӑва пулӑшу памалли майсен анлӑ тӗсӗ  вӑйра тӑрать. 

Ҫемйесен пурнăҫĕ лайăх вăй илсе аталанса пытăр тесе хăтлă условисене тĕпе хурса пурăнма лайăх кăмăл-туйăм кулленех парнелесе пыраҫҫĕ.  Пирĕн республикăра пĕтĕмпе 15,2 пин ытла нумай ачаллă ҫейе пурăнать.  Паллă, кăтарту 2012-мĕш ҫулхипе танлаштарсан 78 процент ӳснĕ.  Ачаллă ҫемйесене 48 тĕрлĕ пулăшупа тивĕҫтереҫҫĕ. Вăл юҫсене туса ирттерме патшалăх енчен 18 млрд тенкĕ тăкакланать.  Социаллă контракт пурнăҫа анлăн кĕчĕ. Унпа усă курас текенсем сахал мар.

Аслă ҫултисем патне сахал мар тимлĕх уйăраҫҫĕ.  Республикăра пурĕ 300 пин ытла ҫын ĕҫлеме пултарайманнисем. Вĕсенчен 64 проценчĕ патшалăхăн социаллă пулăшăвне тивĕҫет.  Ку пулăшусене пама республика хыснинче пĕтĕмпе 2,3 млрд тенкĕ пăхса хăварнă.  

«Аслă ҫултисем» регион проектне тĕпе хурса социаллă пулăшу парассинче ҫĕнĕ технологисем пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ проектсем калăпланаҫҫĕ. Чаплă проектсене пула ватăсем хавхалансах пурăнаҫҫĕ, ҫĕнни патне кулленех ăнтăлаҫҫĕ, ăс-хакăл тĕнчине, тавра-курăмлăхне те пуянлатсах пыраҫҫĕ.

Ватăсен пурнăҫ ҫулне ӳстерес тесе, социаллă пулăшупа тивĕҫтерекен центрсенче «Сывлăх шкулĕ», «Кĕвĕ ҫурчĕ», «Спорт вăхăчĕ», тата ытти паха проектсем вирхĕнсе кĕчĕҫ пурнăҫа. 2020 ҫултан пуҫласа Улатăрта, Канашра, Куславккара, Ҫĕнĕ Шупашкарта, Ҫĕмĕрлере, Шупашкарта  ҫĕнĕ йышши центрсем хута кайнă.  Ҫитес тапхăрпа кун пек объектсене Шупашкар районĕпе Тăвай районĕсенче пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă. Аслă ҫултисем компьютер пĕлĕвĕпе те усă курасшăн, хăйсен тавра-курăмлăхне ӳстерме тăрăшаҫҫĕ. Ҫитес вăхăтсенче 3 пин ытла ҫынна ҫĕнĕлĕхсене тĕпе хурса, тарăн пĕлӳсемпе тивĕҫтерсе пыма тăрăшĕҫ ятарлă сферăра ĕҫлекенсем. Ҫыншӑн тӑрӑшасси тӗп вырӑн йышӑнакан ҫӑмӑлах мар, анчах та пархатарлӑ профессие суйласа илнӗ, ырӑ кӑмӑллӑхӗпе тата кирлӗ-лӗхӗпе палӑрса тӑракан ҫынсене  уява пухăннисем ырласа тав сăмахĕсем каланă.



10 июня 2022
08:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter