Тинех пите хупламалла мар

Çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче Тутарстанра маскпа тăхăнмалли режима пăрахăçларĕç. Тепĕр кунах Чулхула çак ĕçе пурнăçларĕ. Кайран – Чĕмпĕр. Кĕçнерникунтан Чăваш Енре те маскăсене «хыврĕç». Юлашки вăхăтра Раççейре те, республикăра та лару-тăру лайăхланса пырать. Чăваш Енре чирлекенсене кунсерен сахалрах та сахалрах шута илеççĕ. НАДЕЖДА ЛУГОВСКАЯ: «Пирĕн республикăра халĕ ОРВИ, Грипп, короновирус инфекцийĕпе чирлекенсен шучĕ чакса пырать. Кăçалхи февраль уйăхĕпе танлаштарсан 18 хут чакрĕ. Кăтартусем лайăхланнипе эпир маска тăхăнмалли режима вăхăтлăха чарма палăртрăмăр. Анчах та çакна каласа хăвармалла. Енчен те чир-чĕрсем ÿсме пуçларĕç пулсан çак масочный режима каялла таврăнмалла пулать. Анчах та 65 çултан иртнĕ çынсене, чир-чĕр шала кайнисене маска тăхăнма сĕнетпĕр. Вĕсен ытларах сыхланас пулать, вĕсем хушшинче чирлекенсем те ытларах». 



09 июня 2022
19:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter