«Ют ҫӗршыв компанийӗсем паянхи рынокран тухса кайни Чӑваш Ен предприятийӗсем валли ҫĕнĕ майсем уҫрĕ», – тенĕ Олег Николаев

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата РФ Патшалӑх Думин Финанс рынокӗн комитечӗн председателӗ Анатолий Аксаков "Рублевая зона" конкурса хутшӑнакан журналистсемпе тӗл пулнă, ыйтӑвӗсене хуравланă.
«Рублевая зона» регионта иртнĕ ăмăртăвăн ҫĕнтерӳҫисемпе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ брифинг ирттернĕ чухне кун пирки пĕлтернĕ. «Калăпăр, малтанхи тапхăрсенче Шупашкарти агрегат завочĕ тракторсене валли тĕрлĕ хатĕрсем тирпейлесе кăларнă пулсан, хальхи вăхăтра ют ҫĕршыв компанийĕсем рынокран кайнине пула, юсав ĕҫĕсене тума хатĕрсем тунисĕр пуҫне производствăра усă куракан хатĕрсене, импорта валли те сахал мар тавар калăпласа кăларать. Пуласлăхри тĕллевсем пысăк, вĕсене пурнăҫа кĕртсе пыма пултараҫҫĕ. Пирĕн предприятисен пысăк технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса таварсене тирпейлесе кăларма вăй-хăвачĕ те пысăк», – тесе каланă хăйĕн хуравĕнче Олег Николаев.
«Ҫĕршыври лару-тăрăва шута илсе, патшалăх туххăмрах тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕҫтерме пуҫларĕ предприятисемпе организацисене. Эпир кăшăл вирус амакĕ алхаснă вăхăтра ҫĕнĕллĕхсене тĕпе хурса ҫĕнĕлле ĕҫлесе пыма, паха проектсене пурнăҫа кĕртме сахал мар тăрăшрăмăр. Паха ĕҫ опычĕ паянхи пурнăҫ таппишĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулса тăчĕ тесен те йăнăшах мар пулĕ. Кирек-епле йывăрлăха та парăнтарма вĕренсе ҫитрĕмĕр», – тесе каланă вăл сăмаха малалла тăснă май. Паха проектсене пурнăҫа кĕртессинче ĕҫ хучĕсене йĕркелесе ҫитерессинче пĕрне-пĕри пулăшса ĕҫлени те аван. Паянхи рынокра ют ҫĕршыв компанийĕсем пулманни питĕ пĕлтерĕшлĕ пулса тăчĕ, хамăрăн предприятисемпе организацисем хăйсен таварĕсене анлăрах сарма пултараҫҫĕ. Калăпăр, Шупашкарти агрегат завочĕ те тĕрлĕ таварсене тирпейлесе кăларса ытти ҫĕршывсене чылай ăсатма пултарайрать.
Республикăра палăртнă тĕллевсене туллин тата вăхăтра пурнăҫа кĕртсе пыраҫҫĕ. Чăваш патшалăх аграри университетĕнче хăмла лартса ҫитĕнтерме вĕренӳ сессине йĕркелесе яма шутланă. Раҫҫейри ытти регионсенчен килекен специалистсене валли пĕлӳ ӳстерме программа туса хатĕрлесси ыйту та кун йĕркинчех тăнине асăннă Пуҫлăх сăмаха малалла тăснă май.
Шупашкарта сăра фестивальне халалласа тĕрлĕ мероприятисем ирттерме плана кĕртнĕ, вĕсенчен пĕри – «Зеленое золото России». «Тĕрлĕ пулăшусем питĕ кирлĕ. Ҫĕнĕ условисенче ĕҫлеме вĕренни, таварсен калăпăшĕсене ӳстерме пĕлни, паянхи пурнăҫ таппи ыйтакан таварсене тирпейлесе кăларни паха», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. РФ Патшалăх Думин Комитет Председателĕ Анатолий Аксаков РФ Центрбанк тĕп ставкине чакарма пултарасса, унăн кăтартăвĕ 9 процента ҫитессине ырă хыпара пĕлтернĕ. Кун пек ҫĕнĕлĕх кредитсемпе те пулма пултарассине асăннă вăл.
Федераци программисемпе мероприятисене хутшăннине кура, Чăваш Республикин республика бюджечĕн тăкак пайне ӳстерме май килнине каланă брифинка ертсе пыракан спикерсем. Юлашки ҫулсенче ку ĕҫ уйрăмах палăрчĕ тенĕ вĕсем. Калăпăр, 2020 ҫулта ҫулталăк кăтартăвĕсем тăрăх 70 млрд тенĕ пулсан, кăҫал вара ку кăтарту пиллĕк уйăх хушшинчех 77 млрд тенкĕпе танлашни куҫ кĕретех теҫҫĕ вĕсем.
Республика Пуҫлăхĕ сăра вĕретме юратакансене, пирĕн тăрăха килсе, хăйсен бизнесне йĕркелесе яма условисем хăтлă пулнине те палăртнă. Регионта центр тума та май пур. Хăмла производстви вăй илсе пырать. Кăтарту юлашки ҫулсенче уйрăмах пысăк пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Палăртма кăмăллă, паянхи куна илес пулсан Раҫҫейри мĕнпур таварсенчен 92 проценчĕ Чăваш Енре тирпейленсе тухать.
Палăртса хăваратпăр, «Рублёвая зона» конкурс финалĕ Шупашкарта ҫĕртме уйăхĕн 9-11-мĕш кунĕсенче иртет. Сӑмах май, конкурс финалисчӗсем Чӑваш Енре иккӗмӗш хут. Кунашкалли конкурс историйӗнче – пӗрремӗш хут. Журналистсем республика историйӗпе, экономикӑпа финанс лару-тӑрӑвӗпе кӑсӑкланчӗҫ.