Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Пир-авӑрпа ҫӑмӑл промышленноҫ ӗҫченӗсен кунĕпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Пир-авӑрпа ҫӑмӑл промышленноҫ ӗҫченӗсен кунĕпе саламлани

Пир-авӑрпа ҫӑмӑл промышленноҫӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем!

Сире професси уявӗпе саламлатӑп!

 Ҫӑмӑл промышленноҫ – Чӑваш Енӗн чи пӗлтерӗшлӗ хуҫалӑх отраслӗсенчен пӗри, вӑл промышленноҫ производствин калӑпӑшне курӑмлӑ тӳпе хывать.

Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре пурӑнакан ҫичӗ пин ытла ҫыннӑн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫӑмӑл промышленноҫпа ҫыхӑннӑ, вӗсене пысӑк предприятисем хӑйсене пурнӑҫра лайӑх туйма тата малашлӑха шанчӑклӑн пӑхма май параҫҫӗ.

Чӑваш Ен ҫӑмӑл промышленноҫӗ хӑй туса кӑларакан таварсен конкурентлӑхне ӳстерме, ҫӗнӗ условисене хӑнӑхса ҫитме кӑна мар, рынокри хӑйӗн позицийӗсене ҫирӗплетме те, производствӑн импорта улӑштармалли ҫӗнӗ ҫул-йӗрӗсене алла илме те пултарчӗ.

Тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн чунтан тав тунине йышӑнсамӑр, пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, телей тата ырлӑх сунатӑп. Тухӑҫлӑ аталану тата ҫитӗнӳсем сире!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                                                Олег Николаев



12 июня 2022
08:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter