Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей кунĕпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей кунĕпе саламлани

Хаклă ентешсем!

Сире Раҫҫей кунĕпе саламлатăп!

Ҫак уяв нумай нациллĕ тата тĕрлĕ тĕнлĕ Аслă Раҫҫей гражданĕсен пĕрлĕхĕн сăваплă палли пулса тăчĕ.

Нумай ĕмĕре тăсăлакан пĕрлĕх туйăмĕ патриотизм, хамăрăн историе, культура еткерлĕхне тирпейлĕ упрани, йăла-йĕркене хисеплени, ĕҫченлĕх тата ырăлăх патне туртăнни ҫинче никĕсленнĕ. Ҫакă пĕтĕмпех Тăван ҫĕршыв ҫирĕплĕхĕ, мăнаҫлăхĕ.

Ҫĕршыв Президенчĕ Владимир Владимирович Путин ҫирĕплетнĕ Раҫҫей халăхĕсен культура еткерлĕхĕн ҫулталăкĕнче Чăваш Ен мĕн пур Раҫҫей халăхне пухăнмалли, пĕрлешмелли вырăн пулса тăрĕ. Шăпах кунта Раҫҫей кунĕнче Раҫҫей Федерацийĕн тĕрленнĕ карттипе пуҫласа паллаштарĕҫ, хăйне евĕрлĕ ҫак ĕҫе хатĕрлеме ҫĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчи ăстасем хутшăннă. Республикăра ҫуралнă ҫак проект - пирĕн мухтав тата пысăк савăнăҫ.

Тăван ҫĕршывпа мăнаҫланасси ăруран ăрăва куҫса пытăр. Ҫак уяв пире пурне те Тăван ҫĕршыв ырлăхĕшĕн ҫĕнĕ ĕҫсем тума хавхалантартăр.

Тăнăҫлăх, ăшăлăх, ҫирĕп сывлăх тата телей сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                     Олег Николаев

 



12 июня 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter