«Эпир сирӗнпе – мăнаҫлă та аслă халӑхăмăрăн тăхăмĕсем», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

«Эпир сирӗнпе – мăнаҫлă та аслă халӑхăмăрăн тăхăмĕсем», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

Раҫҫей кунне халалласа ирттернĕ савăнăҫлă лару-тăрура кун пирки шăпах та каланă мероприятине пухăннисене саламланă май Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ. «Эпир Раҫҫей Империйĕн, Совет Союзĕн, Раҫҫей Федерацийĕн – аслă халăхăмăрăн несĕлĕсем. Эпир яланах пĕлнĕ, хамăр кам пулнине. Пирĕн патне усал тума килекенсене, туххăмрах туйнă, тавăрма та пĕлнĕ», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче регион Пуҫлăхĕ.  

Пултарулăх мĕн ĕмĕртен, пĕр-пĕрин хушшинчи туслăха тупма, ăна ҫирĕплетме витĕм кӳнĕ. Кун пирки ҫирĕплетекн тĕслĕх – тĕрлĕ халăх Раҫҫей карттине  пĕтĕм чун-чĕререн тăрăшса тĕрлени.  «Эпир ҫав тери пысăк ĕҫ пурнăҫларăмăр.  Пĕр проект ҫинче хамăрăн туслăха кăтартса патăмăр, ҫĕршывăмăр хăватлă пулнине пурне те ĕнентертĕмĕр, тĕрлĕ халăх пĕр чăмăрта пулнине, пĕр-пĕринпе килĕштерсе туслă пурăннине кăтартса пама та пĕлтĕмĕр. Пĕтĕмпех ҫак картта ҫинче эпир вăйлă, ĕҫчен халăх пулнине курса ĕненме пулать», – тенĕ вăл.  

Уяв ячĕпе пухăннисене Раҫҫей халăх артистки Надежда Бабкина ăшшăн саламланă. «Картта пĕр пысăках мар республикăран кун ҫути курчĕ. Кунта ҫав тери туслă халăх пурăнать. Ҫынсем ĕҫлеме пĕлеҫҫĕ, хăйсен тăван тăрăхне юратни, хисеплени те куҫ кĕретех. Пысăк Раҫҫей карттине тĕрлес тесе кашни регион хапăл тусах хутшăннă. Вĕсем хăйсен юратăвне парнеленĕ, ырă, хăйне евĕр пысăк тавра курăмлă пулнине ҫирĕплетнĕ. Пурсăмăр та пĕр чăмăрта  – Раҫҫейре килĕштерсе пĕрне-пĕри ырă сунса, килĕштерсе пурăннине кăтартать ҫак пархатарлă та сумлă ĕҫ. Айтăр-ха, пурнăҫа юратса пурăнар, Раҫҫейпе мăнаҫланар. Ҫапла пурăнма пирĕн сăлтавĕ те пур», – тенĕ сумлă хăна.

Паллă кун, регионта пурăнакан вун икĕ ҫамрăка республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата Раҫҫей халăх артистки Надежда Бабкина савăнăҫлă лару-тăрура РФ паспортне парса чысланă.  

Мероприяти уяв концерчĕпе вĕҫленнĕ. «Раҫҫей юррисем» Пĕтĕм Раҫҫейри фестиваль-марафон программи питĕ кăмăллă пулнă, халăха савăк кăмăл-туйăм парнеленĕ. Палăртса хăваратпăр, фестиваль Чăваш Енре ҫĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче старт илнĕ. Ҫĕнĕ Шупашкарта, Каҫал енре, Тăвайĕнче, Шупашкарта, Патăрьелĕнче, Вăрнарта, Ҫĕрпӳре, Хĕрлĕ Чутайра, Куславккара, Шупашкар районĕнче пурăнакансем   юрă-кĕвĕ итлесе, хăйсен кăмăлне тултарнă.

Марафона ҫĕршыври тĕрлĕ регионсенчен пултаруллăх ушкăнĕсем хутшăнма кăмăл тунă. Раҫҫей юррисене куракансене парнеленĕ. Фестиваль регионта иртнĕ май, пĕр-пухăннă пек чухне хăнасем мастер-классем ирттернĕ, вырăс халăх культури пирки тĕплĕнрех паллаштарнă.  Йăла-йĕркесем пирки те тарăнрах ыйтса пĕлме майсем пулнă, пултарулăх ушкăнĕсемпе уҫă калаҫусем ирттернĕ май.  



14 июня 2022
08:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter