Система йĕркелекеннисен шучĕ пысăкланать

Чăваш Енри система йĕркелекен организацисен списокне тата 22 предприяти кĕрĕ. Çак хыпара санкцисен витĕмĕн условийĕсенче экономикăна пулăшас енĕпе ĕçлекен штабăн эрнекунхи черетлĕ ларăвĕнче республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтерчĕ. Вĕсем — тĕрлĕ отрасль предприятийĕсем. Ларура тишкернĕ ыйтусем те — нумай отрасле пырса тивекеннисем.

Система йĕркелекеннисем валли çăмăл промышленноç, полиграфи, станкостроени предприятийĕсем тĕлĕшпе «тӳрлетнĕ» критерисем палăртнă – хайхи список анлăланасси çакăнпа сăлтавланнă. Çавна май Экономика аталанăвĕн министерствин Правительствăн тивĕçлĕ хушăвне хатĕрлемелле — унта хайхи предприятисем тĕлĕшпе уçăмлăх пулĕ.

Олег Николаев палăртнă тăрăх, штаб йĕркеленнĕренпе пысăк ĕç пурнăçлама ĕлкĕрнĕ, тухса тăнă ыйтусене татcа парас енĕпе кирлĕ мерăсем йышăнма пултарнă. Çакăнта Олег Алексеевич чи малтанах РФ Правительствин ăнăçлă ĕçне курать, вăл кирлĕ комуникаци инструменчĕсене хута янă, вĕсем объективлă информаци илсе тăма, лару-тăрăвăн тулли ӳкерчĕкне курса тăма май панă. Апла пулин те вăл штаб членĕсене йышăнусем тăвас енĕпе тата та оперативлăрах ĕçлеме чĕнсе каларĕ, кирлĕ тĕк ĕç-пуçа сӳтсе явма эрнесерен те пухăнма пулать: «Ан именĕр, пуçаруллă пулăр, лару-тăру çивĕчленсех каясса ан кĕтĕр».

Экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов регионти бизнес представителĕсен хушшинче вĕсене тивĕçтернĕ пулăшу мерисем, санкцисен условийĕсенче бизнеса пулăшса пурнăçлакан ĕçсем тĕлĕшпе ирттернĕ онлайн-ыйтăм кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Предпринимательсем МСП субъекчĕсене субсиди панине, налуксем тĕлĕшпе çăмăллăхлă ставкăсем çирĕплетнине, социаллă предпринимательлĕхе грантсемпе пулăшнине уйрăмах пысăка хурса хакланă. Ыйтăм влаç енчен хушма тĕрев кирлĕ отрасльсене те палăртма май панă. Çав шутра — промышленноç, ял хуçалăхĕ, суту-илӳ.



Хыпар
14 июня 2022
19:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter