Чăваш Республики тепĕр инвестици проектне пурнăҫа кĕртме хатĕрленет

Чăваш Республики тепĕр инвестици проектне пурнăҫа кĕртме хатĕрленет

 Проектпа килĕшӳллĕн причалăн строительство ĕҫне тытăнмалла тата юхан шыв портĕнчи терминалсене Шупашкар районĕнче хута ямалла, Канаш хулинче чукун ҫул станцийĕнче складсен комплексне  йĕркелемелле. Перспективлă ĕҫсене  пуласлăхра пурнăҫласси пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев  Петербургра иртекен Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче «ВиаНова»  тулли мар яваплă обществăн учредителĕпе Владимир Ишмурзинпа ĕҫлĕ калаҫу вăхăтĕнче  тĕплĕн сӳтсе явнă.

Палăртнă килĕшӳ хутне, проектсене пурнăҫа кĕртесси ҫинчен калакан документа Республика кунне халалласа ирттерекен Шупашкарти экономика форумĕнче ҫĕртме уйăхĕн 23-24-мĕш кунĕсенче алă пусса ҫирĕплетме калаҫса килĕшнĕ.

«М12 трассăна пурнăҫа кĕртсе пынă май, эпир пурсăмăр та лайăх ăнланатпăр, республика экономикин аталанăвĕнче ҫĕнĕ ҫул-йĕрсем уҫăлассине.  Пирĕн тахҫанхи ĕмĕт – республикăра ҫакнашкал хаб туса ярасси», тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Владимир Ишмурзин Ҫĕнĕ Шупашкар территорийĕнче  ҫакнашкал предприятине вырнаҫтарма шут тытнине ырланă, хăйсемшĕн питĕ кăсăклă пулнине пĕлтернĕ.  Раҫҫей Правительствин йышăнăвĕн проекчĕ, ҫӳлерех асăннă территорине уйрăм экономика зони туса хурасси пирки калакан документ хальхи вăхăтра Раҫҫей Федерацийĕн Финанс министерствинче пулнине, вĕсем тарăн пăхса тухса тишкернине хыпарланă. «Шанатпăр, ҫитес вăхăтсенчен вĕсем кирлĕ пек йышăнăва туса хăварассине. Йывăрлăхсем сиксе тухмĕҫ, кăлтăксем пулмассине те пĕлсех тăратпăр.  Енчен те проектсем тухăҫлăха ӳстерме, ҫитĕнӳсем тума та пулăшаҫҫĕ пулсан питĕ лайăх», тесе каланă вăл.

Шупашкар районĕнчи юхан шыв порчĕн 2-мĕш, 3-мĕш, 4-мĕш №-лĕ терминалĕсемпе причалне хута ярасси палăртнă территоринче тĕрĕслев пунктне те тума хистет.  Административлă ҫурт хăпартса ларни те пĕлтерĕшлĕ. Хутса ăшăтмалли котельнăй, складсем, контейнерсем, персоналсене канма та ятарлă уйрăм туса хăварсан аван пулнă пулĕччĕ. Пĕтĕмĕшле вăл территоринче 40 машина вырнаҫтармаллăх парковка хута ямалла. Комплексра таварсене йышăнма тата вĕсене вырнаҫтарма условисем хатĕрлемелле. Ытти транспортсем ҫине куҫарса малалла ăсатса яма та хăтлă условисем йĕркелесе тăратмалла.  

Канаш чукун ҫул станцийĕнче складсен комплексне туса хуни тĕрĕслев пунктне те йĕркелесе яма ыйтать.  Административлă ҫурт пулмалла, тĕрлĕ складсем вырнаҫтармалла, персоналсене валли условисем, контейнерсем те ҫителĕклĕ таран вырнаҫтармалла.   



15 июня 2022
17:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter