Питĕрте халăхсен хушшинчи экономика форум ĕҫне Чăваш Ен делегацийĕ хутшăнать

Питĕрте халăхсен хушшинчи экономика форум ĕҫне Чăваш Ен делегацийĕ хутшăнать

Палăртса хунă тăрăх, пĕр-пĕринпе ăнланса тухăҫлă ĕҫлесси пирки пĕтĕмпе 13 килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетесси паллă, вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 20 млрд тенкĕ ытла пулĕ.   

Чи пысăк пĕлтерĕшлисенчен пĕри – СПИК 2.0 ятарлă инвестициллĕ контракта алă пусса ҫирĕплетесси, перекис водород производствине хута ярасси. Енчен те проект пурнăҫа кĕрес пулсан, ҫулталăкне пысăк технологисен витĕмлĕхĕпе  предприяти 50 000 тонна тавар тирпейлесе кăларасси те куҫ кĕретех пулĕ. Ку регионшăн СПИК 2.0 иккĕмĕш шутланать.

Экономика форумне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пыракан пысăк ушкăн хутшăнать, вун-вун килĕшӳ алă пусма, регионсемпе, пысăк предприятисемпе тачă çыхăнса ĕçлеме калаçса татăлĕҫ.  

«Республикăшăн чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулса тăрать ятарлă инвестици проектне пурнăҫа кĕртессипе палăртакан килĕшӳ.  Ҫĕнĕ Шупашкарта Химпром ПАО перекис водород тумалли производство хута кайĕ. Пĕлтĕрхи СПИК 2.0 шута илес пулсан, эпир пĕчĕк тата вăтам калăпăшлă тракторсене тирпейлесе кăларакан производство уҫасси пирки килĕшĕве алă пуснă пулнă.  Пирĕншĕн ку питĕ пысăк ҫитĕнӳ. Промышленноҫ политикине тытса пырса, ăна аталантарас ĕҫшĕн те паха, тепĕр тесен, Раҫҫейшĕн те усăллă. Импорта улăштарассипе пирĕн предприятисемпе организацисем курăмлă ĕҫлесе пыни те куҫ кĕретех», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Кунсăр пуҫне «Группа Оргсинтез» АОпа инвестици проектне пурнăҫа кĕртме килĕшĕве алă пусма хатĕрленнĕ. Юхан шыв порчĕн 2-мĕш, 3-мĕш, 4-мĕш №-лĕ терминалĕсене тата причал тăвас ĕҫ те кун йĕркинчех тăрать. Паллă ку объектсем Ҫĕнĕ Шупашкарта.  Канашра чукун ҫул станцийĕнче склад комплексне ҫĕклесе лартасшăн.

Атăлҫи федераци округне кĕрекен регионсемпе хăш-пĕр килĕшӳсене алă пусса ҫирĕплетме те план тунă. Атăл шывĕ урлă ҫӳресе, туризма аталантарассипе хăш-пĕр маршрутсене уҫасси пирки калаҫса килĕшме хатĕрленнĕ. «Аслă Атăл ҫулĕ» юхан шыв тăрăх  илсе ҫӳретекен маршрут, хăйне евĕр кăсăклă пулса тăрасси пирки те пурсăмăр та ĕненетпĕр.

Ульяновск облаҫĕн тата Мордва Республикин ертӳлĕхĕсемпе наукăпа техника тытăмне анлăрах сарасси пирки килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетме шухăшланă Чăваш Ен ертӳлĕхĕ. Килĕшӳ И.Н.Ульянов ячĕллĕ чăваш патшалăх университечĕшĕн пĕлтерĕшлĕ пулса тăрасси паллă, вĕсен компетенцине хăватлантарма ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ҫул-йĕрсем уҫăлĕҫ, экономикăри декарбонизацийĕн тытăмне вăй илтерме те пулăшĕ.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев малтан пĕлтернĕччĕ, Чăваш Республикинче харпăр хăйĕн полигон тата ферма пуласси пирки.  Пуҫару Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕпе тата наци планĕнчи мероприятисемпе – 2022 ҫулччен климата ырă енне улăштарассипе тӳр килсе тăрать.   

Олег Николаев форумра Чăваш Ен хăйĕн чи паха енĕсене кăтартса парасси пирки хыпарланă. Пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсем ҫинчен ертӳҫĕсеам тĕплĕн каласа кăтартассине, регионăн инвестици потенциалĕ ҫав тери пысăк пулнине ĕнентерессине асăннă.  

«Пирĕн анлă коммуникацисем пуласси паллă. Уҫă калаҫусем, килĕшӳсене алă пусса ҫирĕплетесси, пĕрлехи мероприятисен планĕсене тарăн тишкерсе сӳтсе явасси, пуласлăхри тĕллевсем пирки канашласси. Вĕсем пĕтĕмпех экономикăпа, промышленноҫ тытăмĕпе, сывлăх сыхлавĕпе, цифровизаци енĕпе, импорта улăштарассипе ҫыхăннă. Хăш-пĕр уйрăм ыйтусене Шупашкарта пулакан экономика форумĕнче пăхса тухма тĕллев лартнă. Паллă, мероприятисене Республика кунне халалласа ирттерессипе йышăннă плана кĕртнĕ», – тесе пĕлтернĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   

«Регионсем – импорта улăштарассипе тимлĕ тата малта ĕҫлесе пыраканнисем шутланаҫҫĕ. Губернаторсен паянхи пурнăҫ таппинчи стратегийĕ»  ятпа уҫă калаҫу иртĕ. «Губернаторсен клубĕ» проект шайĕнче республика Пуҫлăхĕ экономикăпа ҫыхăннă ыйтусем пирки ăнлантарса парĕ, ҫĕнĕ пурнăҫ шайĕнчи ҫитĕнӳсем ҫинчен канашлĕ. Импорта улăштарассипе республикăри предприятисемпе организацисем тăрăшсах ĕҫленине, вĕсем хăватлă аталанса вăй илсе пынине те каласа кăтартĕ. Пĕтĕмпех Раҫҫейре тунă текен проект та пурнăҫа анлăн кĕни куҫ кĕретех.   Кун пирки те тĕплĕн каласа кăтартма хатĕрленнĕ регион Ертӳҫи.

Хими промышленноҫĕ республикăра хăватлă вăй илсе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Импорта улăштарассипе предприяти епле ĕҫлесе, пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрни ҫинчен те ăнлантарса парĕ регион Пуҫлăхĕ.   Раҫҫейре хими промышленноҫĕ хăватлăн вăй илтĕр тесен мĕн ҫине ытларах тимлĕх уйăрмалла е тата ытти ыйтусем хăйсен хуравĕсене тупĕҫ.  Экономика блокади тапхăрĕнче ыйтусем уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.  Отрасльти чи ҫивĕч ыйтусене тарăн кулленех тишкермелле, лайăх енсене шута илсе вĕсене ытларах сарса вăй илтерсе пыма тăрăшмалла.  Ку е вăл тата ытти ыйтусем тавра канашлĕҫ ертӳҫĕсем Business Priority «Химпром» ПАО территорийĕнче пĕр пухăннă пек чухне.   



15 июня 2022
10:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter