Чăваш Енри энергетика пайне Трансэнергопром ГК икĕ миллиард ытла инвестици хывать

Чăваш Енри энергетика пайне Трансэнергопром ГК икĕ миллиард ытла инвестици хывать

 Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе  «Чăваш Енри энергосбыт компанийĕ» акционерсен обществи, вăл Трансэнергопром группа компанийĕн ушкăнне кĕрет, Питĕрте халăхсен хушшинчи экономика форумĕнче пĕр-пĕрин хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарасси пирки килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ.

Документра Чăваш Республикин Пуҫлăхĕпе Олег Николаевпа Трансэнергопром группа компанийĕн генеральнăй директорĕ  Елена Климашевская алă пуснă.

Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче электроэнергетика пайĕ ҫав тер пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă. Предприятисемпе организацисемшĕн кăна мар, ахаль ҫынсен пурнăҫĕнче те вăл кулленех кирлине  палăртнă Пуҫлăх.  «Пахалăхне кура хакĕ пулни вырăнлă. Кун пек пултăр тесен, сахал мар ĕҫсем пурнăҫламалла.  Апла пулсан, кирек-епле ҫыннăн та ăҫта пурăннине тĕпе хумасăрах, пахалăх шайне туймалла. Пирĕн вĕсене валли, унпа тивĕҫлĕ шайра усă куртăр тесе хăтлă условисем йĕркелесе тăратмалла», - тенĕ вăл.   

Сăмах май, регион Ертӳҫи республикăра энергоцентрсем хута яма план туни ҫинчен те пĕлтернĕ сумлă ертӳҫĕне. Хĕвел электростанцийĕсене хăпарса лартсан та пĕлтерĕшлĕ пуласса палăртнă вăл. Электротранспорта ҫӳретме хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан центрсен ĕҫне пуҫарса яни паха тесе сăмаха малалла тăснă вăл.  «Кун пек мĕнпур ĕҫсене туллин пурнăҫласа пыни – хăйне евĕр кашни ҫын пурнăҫĕнче тухăҫлăха тытса пыма май парĕ.  Хаксем аван пулсан, халăх та унпа хапăл тусах усă курма килĕшĕ.  Палăртма кăмăллă, Атăлҫи федераци тăрăхне кĕрекен регионсем хушшинче электроэнергишĕн хаксем пирĕн республикăра чи пĕчĕкки шутланаҫҫĕ. Хаксем ҫаплипех пулччăр тесен, паянхи пурнăҫ ыйтакан пысăк технологисен витĕмлĕхĕпе усă курса пыма пĕлмелле», - тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев сăмаха малалла тăснă май.

Тĕнчери электроэнергетика тытăмĕнчи кризиса шута илсе, хаксем кулленех ӳссе пынине тĕпе хурса, пирĕн хамăрăн тăрăхра электроэнергипе халăха туллин тата тивĕҫлĕ хаксемпе тивĕҫтерсе пырассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемелле. Электрозаправкăсенче хаксем пĕр шайра тăччĕр тесе условисем йĕркелемелле, инфратытăма ҫĕнетсе улăштарса пыма тăрăшмалла. «Регионта энергетика тытăмĕ хăватлă вăй илсен, Чăваш Республикин инвестици илĕртӳлĕхне те вăл витĕм кӳрĕ», - тесе хушса каланă Трансэнергопром группа компанийĕн генеральнăй директорĕ Елена Климашевская.  

Икĕ ен хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарассин сăлтавĕ Чăваш Республикинче электроэнергетика тытăмĕнче тухăҫлăха тĕпе хурса асăннă пая вăй илтерсе пыни те теме юрать. Халăха электроэнергипе тивĕҫтересси, хăтлă инфратытăма вăй илтересси те ыйту кун йĕркинче. Кунсăр пуҫне экологи, спортри, пĕр сăмахпа каласан социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăҫа кĕртессин пĕтĕмĕшле инвестицийĕн калăпăшĕ икĕ миллиард ытла шутланать.

Икĕ ен комплекслă мерăсене йышăнса хăварасси пирки те калҫса килĕшнĕ, Чăваш Республикинче инвестици климатне лайăхлатассипе пĕрлехи ĕҫсене пурнăҫласси ҫинчен канашланă. Электричествăпа усă курăнакан транспортсене валли зарядка илме май паракан ятарлă объектсене хута ярасси ыйту та кун йĕркине тухса тăрать. Клиентсен сервисĕсене цифра ҫине куҫарасси те пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Пĕрлехи тӳлев касса центрĕсене те йĕркелесе яни вырăнлă. Пĕр сăмахпа каласан, паянхи пурнăҫ ыйтакан условисене туллин пурнăҫа кĕртсе пырассине сӳтсе явнă ертӳҫĕсем.   

ТЭП группа компанине кĕрекен Энергопром  компани региона мĕн чухлĕ электроэнергийĕн хăватлăхĕ кирли пирки аудит ирттернĕ. Хăйĕн сĕнĕвĕсене те тăратнă, энергоцентр хута ярассипе хăш-пĕр ыйтусене уҫăмлатса пама сĕннĕ.  Паллă, объекта Ҫĕнĕ Шупашкар территоийĕнче  индустри паркĕнче хута ярасси те планра пур.



16 июня 2022
10:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter