ПМЭФ 2022: Чăваш Ен «Росконгресс» Фондпа ĕҫлĕ ҫыхăнăва аталантарать

ПМЭФ 2022: Чăваш Ен «Росконгресс» Фондпа ĕҫлĕ ҫыхăнăва аталантарать


Питĕрте халăхсен хушшинчи экономика форумĕнче Чăваш Республикипе «Росконгресс» Фонд пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли килĕшĕве йышăннă.

Документра Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата «Росконгресс» Фондăн директорĕ Александр Стуглев алă пуснă.  

«Документ Чăваш Енпе палăртнă фонд хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарма пулăшать. Чăваш Республикин инвестици илĕртӳлĕхне ӳстерме, таварсене экспорта куҫарма, регионăн инвестици проекчĕсене аталантарса пыма, шалти тата тулаш рынока сарма, социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене те татса пама май парĕ», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

«Ют ҫĕршывсене тухса ҫӳремелли ĕҫсен йĕркине те пĕрле сӳтсе явăпăр, Чăваш Республикин потенциалне презентацилесе пыма та меллĕ пулĕ. Росконгресс мероприятийĕсене хутшăнса, хамăр таварсене анлăрах сарма та ҫул-йĕрсем уҫăлĕҫ.  Тепĕр тесен пирĕнпе кăсăкланакан ҫĕршывсемшĕн те усăллă пулассине шанатпăр», - тесе сăмаха малалла тăснă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.   Экономикăпа инвестици тытăмĕнчи ыйтусене татса пама витĕм кӳресси часах пулĕ ҫӳлерех асăннă ĕҫ хучĕ.

Чăваш Енĕн инвестици проекчĕсене пурнăҫа кĕртессинче те пысăк пулăшу парассине ĕненетпĕр. Вĕсене пĕтĕмпех пĕтĕм тĕнчери, Росконгрессăн регионсенчи партнерсен сечĕ урлă та, правительство комиссийĕсемпе, ĕҫлĕ канашлусемпе, уҫă калаҫусемпе,  РФ суту-илӳ пайĕнчи ют ҫĕршывсенчи представительствисемпе, юридици пĕрлешĕвĕсемпе те тачă ҫыхăнса ĕҫлессине пĕлсех тăратпăр. Ҫак ĕҫсем пĕтĕмпех Чăваш Енĕн проекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пыма пулăшĕҫ.  

Тепĕр пысăк тĕллевсенчен пĕри – Чăваш Республикин брендне Росконгрессăн мероприятийĕсенче тĕрлĕ куравсем урлă сарасси. Информаци платформине хутшăнса пыни те паха. Ҫĕнĕлĕхсене туххăмрах пĕлме, патшалăх тĕревĕсем пирки, регионта асăннă сферăпа ĕҫлекенсемшĕн, питĕ усăллă хыпарсем вырнаҫтарма май пулĕ.



16 июня 2022
15:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter