"Аслӑ Атӑл ҫулӗ" туризм маршрутне пурнӑҫлама Чăваш Республики хутшӑнӗ

"Аслӑ Атӑл ҫулӗ" туризм маршрутне пурнӑҫлама  Чăваш Республики хутшӑнӗ

 Раҫҫей Федерацийĕнчи субъектсемпе  ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарассипе йышăннă килĕшĕве Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев 
Питĕрте халăхсен хушшинчи экономика форумĕнче ытти регионсен пуҫлăхĕсемпе пĕрле алă пусса ҫирĕплетнĕ.

Раҫҫей Федерацийĕн Вице-премьерĕ Дмитрий Чернышенко хăйĕн сăмахĕнче паянхи пурнăҫ таппинче граждансем кану вырăнĕсем сахал пулни пирки час-часах ҫирĕплетсе каланине хыпарланă.  Ҫĕршыв территорийĕнче ятарлă кану вырăнĕсем йĕркелесе ярасси кун йĕркинче ҫав тери ҫивĕч тăнине те пĕлтернĕ вăл.  «Пирĕн ҫут ҫанталăк условийĕсем хăйне евĕр паха, чи пысăк ҫĕршыв, тĕнчери чи илемлĕ вырăн. Пирĕн тăрăхра канас текенсене валли каламасăрах паллă, хăтлă условисем темĕн чухлех. Тĕп тĕллевсенчен пĕри – туристсене канма кирлĕ пек паха условисем йĕркелесе тăратасси», – тенĕ вăл.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетни – субъектсем хушшинчи туслăха, ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарма пулăшассине палăртнă. Атăл юхан шыв пурсăмăра та пĕрлештерет, унпа пĕлсе тата тĕрĕс усă курни – регионсене тĕрĕс ҫул-йĕрпе пыма, тухăҫлăрах ĕҫлесе пысăк ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма витĕм кӳрессине те асăннă вăл.  Туристсем ытларах та ытларах пирĕн тăрăха канма килсен, регионăн экономика вăй-хăвачĕ ӳссе пырасси те никама та  иккĕлентермĕ. «Мĕнпур регионсен, енчен те вĕсене Атăл шывĕ юхса кĕрет пулсан, вăл территорисенче инфратытăма хута ямалла, паянхи пурнăҫ ыйтакан ыйтусене, хăрушсăрлăхпа тивĕҫтермелле», – тесе каланă вăл.   

Тепĕр пысăк ҫитĕнӳ патне илсе пыракан ĕҫ – Атăл шывĕ урлă транспорт юхăмне вăй илтерсе пыни.  Субъектсенче инфратытăма ҫĕнетсе пынă май, причалсем те хута яни паха.  Кун пирки тепĕр хут асăнса хăварнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.  

Ку тема питĕ актуаллă шутланать, ҫавăнпа ăна Шупашкарта пулакан экономика форумĕн кун йĕркине те кĕртсе хăварнă. Палăртатпăр, Чăваш Республикин тĕп хулинче ҫĕртме уйăхĕн 23-24-мĕш кунĕсенче мероприятине ирттерме йышăннă. Паллă пулăма РФ Патшалăх Думин  туризм инфратытăмне аталантарассипе тимлекен Комитетпа РФ Патшалăх Думин транспорт инфратытăмĕн ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетĕнче тăрăшакансем килме кăмăл тунă.    

Асăннă форумра ҫĕршыври вун пиллĕк регионпа пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлесси пирки ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетме плана кĕртнĕ.  Тĕрлĕ енсем пĕр-пĕрин хушшинчи хыпарсемпе пĕлтерсе тăрĕҫ, методика материалĕсемпе тивĕҫтерĕҫ, нормативлă база ĕҫ хучĕсемпе паллаштарĕҫ, туризм енĕпе пурнăҫа кĕрекен программăсемпе, куравсемпе, уҫă калаҫусем, тĕрлĕ регионсен потенциалĕсене курса ĕненĕҫ.  «Аслă Атăл ҫулĕ»  туристсен маршрутне кăсăклăрах  тăвассипе ҫыхăннă ыйтусем тавра канашлĕҫ.   

«Аслă Атăл ҫулĕ» регионсен хушшинчи туристсен ҫул-йĕрĕ пулса тăрать.  Кунтах суту-илӳ пайне те вăй илтерсе аталантарма шутлаҫҫĕ.  Хальхи вăхăтра пĕтĕмпе регионсен хушшинчи 20 ытла маршрута тишкернĕ.  Вĕсем пĕтĕмпех тенĕ пекех Атăлҫи федераци округĕн территорийĕнче вырнаҫнă.  Чăваш Енĕн регионсен хушшинчи маршучĕ виҫĕ тĕп хуламăрпа ҫыхăннă, унăн федераллă туроператорĕ TUI шутланать, вĕсене йышăнакан ен – Тутарстан Республикин туроператорĕ «Алена» тулли мар яваплă общество пулать.  

Кăçал «Шупашкар –  Козьмодемьянск –  Макарьево мăнастирĕ –  Чул хула –  Шупашкар» туризм маршручĕ уçăлнă, пассажирсене турттаракан рейс та пур.

2022 ҫулта Чăваш Енре регионсен хушшинчи экскури програми ултă маршрутпа пулĕ, ăна Атăл юхан шывĕ тăрăх «Валдай 45Р» пассажирсене илсе ҫӳретекен карап витĕм кӳрĕ.  



17 июня 2022
10:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter