Ĕçлĕ çыхăнусем йĕркеленеççĕ

Питĕрте халăхсен хушшинчи экономика форумĕ иккĕмĕш кун иртет. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев регионта промышленность комплексне аталантарассипе Раççейри машина тăвакансен союзĕн Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕпе Петр Фрадковпа килĕшӳ алă пусрĕ. Регионта промышленностьпа услама пулăшмашкăн, экономика, право тата социаллă ыйтусемпе информацие улăштарма пĕрлехи мероприпятисем ирттерме палăртаççĕ. Тепĕр килĕшӳ те Чăваш Ен аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ. «Вымпелком» компани пирĕн республикăри телекоммуникаци инфратытăмне, инноваци проекчĕсене аталантарма, çыхăну ĕçне çĕнĕ технологисемпе йĕркелеме палăртать. Питĕрте иртекен экономика форумĕнчи çĕршыв тĕрленĕ картти пурне те илĕртет. Донецк халăх республикин правительствин председателĕ Виталий Хоценко Раççей пуянлăхне тивĕçлипех хак пачĕ. Çак проекта хутшăнма хатĕррине палăртрĕ. Тепĕр тивĕçлĕ йышăну – Чăваш Ен «Росконгресс» фондпа килĕштерсе ĕçлĕ. Документ Чăваш Енри инвестици илĕртӳллĕхне тата экспорт вăй-хăватне ӳстерме, регионăн инвестици тата экспорт проекчĕсене шалти тата тулашри рыноксене кăларма, социаллă тĕллевсене татса пама аталану институчĕпе çыхăну тытма пулăшать. Экономика форумĕн лапамĕнче тепĕр ĕçлĕ çыхăну йĕркелерĕç. Регионсен хушшинчи туризма аталантарассине пăхса тухрĕç. Чăваш Ен, Мари Эл, Тутарстан тата Самара «Аслă Атăл çулĕпе» турмаршута аталантарма калаçса татăлчĕç. – Çитес эрнере Шупашкарта экономика форумĕн площадкинче çак ыйтăва Патшалăх Думин депутачĕсемпе сӳтсе явăпăр. Унта икĕ комитет депутачĕсем килĕç. Ку ĕнтĕ туризм депутачĕсем тата транспорт енĕпе ĕçлекен туризм депутачĕсем килĕç. Вара çак комитет депутачĕсемпе эпир саккун енĕпе мĕнле пулăшусем, йышăнусем йышăнмаллине çирĕплетсе хăварăпăр. «Рунă çулĕпе» проекта хатĕрлессипе те чăвашсем тăрăшса ĕçлеççĕ. Туризм маршурчĕ – этнопарксем, туристсем валли информаци центрĕсем, Атăл тăрăхĕнчи çеç мар, Раççейри халăхсен хăйне евĕрлĕхĕ çинчен каласа кăтартнисем те пур. – Çак руна çулĕпе çыхăннă турист продуктне Чăваш Республикинче кăна мар. Çав ытти хăйне евĕрлĕ регионсене те хутшăнтарма май панă пирки ĕнтĕ. Паллах, кашни регионăн хăйĕн уйрăмлăхĕсене шыраса тупса вĕсене тивĕçтерсе пырас пулать. Эпир Чăваш Республикинче тарăнрах шутланă хыççăн куратпăр. Енчен те эпир Чăваш Республики вăйă центрĕ пулса тăма пултарать пулсан, çав йăлана, çав легендăсене аслăлатса, масштабировать туса кăтартса пама пултартпăр пулсассăн, ман шутпа, пирĕн пата килекен çынсене питĕ интереслĕ пулма пултарать



НТРК
17 июня 2022
11:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter