Олег Николаев Чӑваш Ен КНДРпа ҫыхӑну тытасси пирки сӳтсе явнӑ

Олег Николаев Чӑваш Ен КНДРпа ҫыхӑну тытасси пирки сӳтсе явнӑ

  Экономикăна аталантарассипе ҫыхăннă ыйтусене  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев КНДР Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ посолĕпе  Син Хон Чхольпе Питĕрте халăхсен хушшинчи экономика форумĕнче   тĕлпулу ирттернĕ вăхăтра сӳтсе явнă.

КНДР посолĕ Раҫҫей халăхĕ питĕ пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрса тăнине каланă. Уйрăмах граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессинче ӳсĕмсем пысăк тесе хакланă сумлă ертӳҫĕ.  Ҫĕршыв аталантăр, унăн прависем яланах сыхланса юлччăр тесе те сахал мар тивĕҫлĕ йышăнусем тунине каланă КНДР Посолĕ.  Раҫҫей Правительстви йышăнакан мерăсемпе пĕтĕмпех КНДР килĕшнине те хыпарланă вăл. Паллă, Украинăра пулса пыракан лару-тăру пирки сăмах пырать кунта.

«Эпир пĕрре мар каланă, Раҫҫейĕн ятарлă ҫар операцийĕ патшалăха сыхласа хăварма, граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтермелли мера шутланнине. Халăхăн пурнăҫне упраса хăвармалли тĕп услови пулса тăнине те асăннă эпир.  Чун-чĕререн Раҫҫей Президенчĕн  Владимир Путинăн мĕнпур планĕ туллин пурнăҫлантăр тесе кĕтетпĕр.  Раҫҫей яланах мăнаҫлă пулнине эпир ĕненетпĕр», - тенĕ вăл.  

Чăваш Республикипе КНДР хушшинче ĕҫлĕ ҫыхăнăва тытса пыма хатĕр пулнине пĕлтернĕ хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. «Мĕн ĕлĕкрен пирĕн Чăваш Республики электротехника помышленноҫ аталанăвĕпе палăрса тăнă. Ҫитĕнӳсем  курăмлă. Экологи тĕлĕшĕнчен те паха  апат-ҫимĕҫ таварĕсем яланах тирпейлесе кăлараҫҫĕ пирĕн республикăра.   Икĕ ен хушшинче ĕҫлĕ килĕшĕве тĕпе хурса предприятисем те пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса ĕҫлĕҫ. Эпир сирĕнпе ҫыхăну тытма хатĕр, пĕр-пĕриншĕн усăллă пулассине те ĕненетпĕр», - тесе каланă регион Пуҫлăхĕ.  

Сăмах май, Олег Николаев Чăваш Республикине ĕҫлĕ ҫул-ҫӳревпе килсе кайма  Син Хон Чхоля  йыхравланă. Ун чухне тĕплĕнрех республикăн экономика тата инвестици потенциалĕсемпе те паллашма май пуласса шантарнă.

Калас пулсан хальхи вăхăтра Чăваш Республики ҫӳлерех асăннă  КНДР таварсем тăратман.     Кĕсен калас пулсан, КНДР тĕнчери 100 ҫĕршывпа суту-илӳ енĕпе ĕҫлĕ ҫыхăнăва тытса пырать. Ытларах вĕсем Корея, Китай, Япони ҫĕршывĕсемпе тачă ĕҫлеҫҫĕ. Кунсăр пуҫне ыттисемпе те вĕсем ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарса пыраҫҫĕ.  



17 июня 2022
11:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter