ПМЭФ-2022: Чăваш Ен Правительстви тата «Мир» тӳлев тытăмĕ «Пурăнаканăн картти» ҫĕнĕ проекта пурнăҫа кĕртесшĕн

ПМЭФ-2022: Чăваш Ен Правительстви тата «Мир» тӳлев тытăмĕ «Пурăнаканăн картти» ҫĕнĕ проекта пурнăҫа кĕртесшĕн

 Ҫакнашкал карттăпа скидка илме те,  вырăнти лавккасенче кешбэкпа усă курма та  транспорт ҫинче йӳнĕрех хакпа ҫӳреме  те май пулĕ.

Питĕрте иртекен пĕтĕм халăхсен хушшинчи экономика форумĕнче  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата «Мир» карттăпа ĕҫлеттерекен тытăмăн генеральнăй директорĕ Владимир Комлев  ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарма килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Чăваш Республикинче пурăнакансен карттине йĕркелесе яма килĕшнĕ уҫă калаҫу вăхăтĕнче, ĕҫ хутне ҫирĕплетнĕ.  «Чăваш Енре пурăнакансене валли анлă ҫул-йĕр уҫăлать. Таварсене илнĕ чухне тӳлеме те аван, социаллă пулăшусене тивĕҫме те ҫак карттăпа пĕтĕмпех пулĕ», - тенĕ Олег Николаев. Паянхи пурнăҫ таппинче цифра технологийĕ вирхĕнсе кĕчĕ, апла пулсан асăннă ыйту та пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать.  

Килĕшӳ пĕрлехи ĕҫсене туса пыма витĕм кӳрет.  Пурăнакансен карттин проектне  «Мир» картта базин витĕмлĕхне тĕпе хурса ĕҫлеттерсе ярасшăн.   Тепĕр тесен, транспортсемпе ҫӳренĕшĕн тӳлеве куҫарса пама та меллĕ пулĕ. Пирĕн республикăра 2021 ҫултан чӳк уйăхĕнчен пуҫласа  «НСПК» АО «Мир» тӳлев тытăмĕн операторĕ ĕҫлет. Регионти обществăлла транспортсенче ҫӳренĕшĕн, тӳлеве карттăсемпе тивĕҫтерме май туса панă.  

«Мир» банк карттине кирек-епле банкра та регистрацилеме юрать.  Енчен те «Мир» карттине пурăнакансен картти пек усă курас пулсан, унпа кирек-епле финанс ĕҫĕсене те пурăҫлама аван пуласси часах. Культура, спорт учрежденийĕсенче, лавккасенче таварсем туяннăшăн та  кешбэка тивĕҫме меллĕ пуласси куҫ кĕретех.

«Инновациллĕ проектсене пурнăҫа кĕртме калаҫса килĕшрĕмĕр. Чăваш Енре пурăнакансене валли ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ҫăмăллăх ҫул-йĕрĕсем уҫăлĕҫ.  Обществăлла транспортсем ҫинче те тӳлев тума карттăсемпе ансат. Тепĕр тесен пурăнакансен Карттин проекчĕпе те тӳлев тума май пулĕ.  Пурăнакан карттине кашни тивĕҫме пултарайрать, енчен те «Мир» картта пур пулсан, ăна регистрацилемелле кăна ҫĕнĕ платформа ҫинче.    Палăртма кăмăллă, ку карттăпа усă куракансем тăтăшах тĕрлĕ скидкăсем те илме пултараҫҫĕ», - тесе ырă хыпара пĕлтернĕ «Мир» карта тытăмĕн генеральнăй директорĕ Владимир Комлев.

Картта урлă тӳлени тариф политикине пĕр тикĕс шайлаштарса пыма та витĕм кӳрĕ. Тĕрлĕ ҫăмăллăхсемпе усă куракансемшĕн те ҫак ҫĕнĕлĕх сахал мар пулăшу парасси паллă. Чăваш Республикинче пурăнаканăн картти «Мир» карттăпа тӳр килсе тăрĕ.   Чăваш Республикин Правительстви «НСПК»  АОпа пĕрле  «Мир» карттăна тивĕҫнисене  обществăлла транспортсенче тӳлев туса ирттерме условисем хатĕрлеме ятарлă мероприятисене йĕркелесе ирттернĕ.    



17 июня 2022
13:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter