Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Медицина ĕҫченĕн кунĕпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Медицина ĕҫченĕн кунĕпе саламлани

Хисеплĕ сывлăх сыхлавĕн ĕҫченĕсем тата отрасль ветеранĕсем!

Сире професси уявĕпе - Медицина ĕҫченĕн кунĕпе  - саламлатăп.

Эсир кун-ҫулăра ҫĕр ҫинчи чи сумлă профессипе - ҫын пурнăҫне тата сывлăхне сыхлассипе - ҫыхăнтарнă. Сирĕнтен кашниншĕн вăл чун туртăмĕллĕ ĕҫ пулса тăнă.

Чăваш Енри сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче чăн-чăн профессионалсем вăй хураҫҫĕ, вĕсем тăрăшнипе халăха медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтересси ҫулран-ҫул лайăхланать. Ҫакна ҫирĕплетекенни - ĕҫ-хĕл кăтартăвĕсем. Чăваш Енре тин ҫуралнă ачасем вилнин хисепĕ - ҫĕршывра чи пĕчĕкки. Пирĕн регион - сывлăх сыхлавĕн тытăмне цифра ҫине куҫарас тĕлĕшпе малтисен шутĕнче. Эпир сывă пурнăҫ йĕркине тытса пырас тĕлĕшпе те чи лайăххисем.

Пирĕн умра тăракан тĕллев - пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтерессине, сиплев, консультаципе диагностика тата реабилитаци ĕҫ-хĕлне лайăхлатасси. Ҫавна май регионта медицинăн юлашки вăхăтри ҫитĕнĕвĕсене тĕпе хуракан технологисем ĕҫе кĕреҫҫĕ, ăслăлăх-тĕпчев институчĕсемпе хутшăнусем ҫирĕпленеҫҫĕ, ҫĕнĕ объектсем ҫĕкленеҫҫĕ.

«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн перекетлĕ технологисемпе усă курса Чăваш Енри чылай поликлиникăра медицина пулăшăвĕ памалли условисене палăрмаллах лайăхлатнă. Ача-пăча поликлиникисене ҫĕнетмелли федераци программине туллин пурнăҫланă. Санитари авиацийĕ паракан медицина пулăшăвĕн шучĕ ӳсет. Хальхи вăхăтра фельдшер-акушер пункчĕсене - интернетпа, медицина организацийĕсене телемедицина сечĕпе ҫыхăнтарнă. Ҫакă федераци клиникисен специалисчĕсемпе консультацисем йĕркелессине  - 1,5 хут, республикёрисемпе 3,5 хут ӳстерме май пачĕ.

Сывлăх сыхлавĕн пуҫламăш сыпăкне ҫĕнетес тĕлĕшпе кăҫал малалла ĕҫлĕпĕр. Хальхи вăхăтра виҫĕ фельдшер-акушер пункчĕ, тăватă тухтăр амбулаторийĕ, пĕтĕмĕшле тухтăр практикин икĕ офисне тăваҫҫĕ. Ҫулталăк вĕҫлениччен ялсенчи сывлăх сыхлавĕн пуҫламăш сыпăкĕн 37 объектне юсаса пĕтермелле, Канаш районĕнче пысăк поликлиника тума тытăнмалла.

Ҫĕршыв Президенчĕ ырланă проекта - Республикăн клиника больницин ҫĕнĕ комплексне хута ярасси - пурнăҫа кĕртес тĕлĕшпе те ӳсĕмсем пур.  Ҫак объект ĕҫлеме пуҫласан тĕрлĕ профильлĕ специалистсем пĕр учрежденирех Чăваш Енре пурăнакансене медицинăн паха пулăшăвĕпе тивĕҫтерме пултарĕҫ.  Малашлăхра - Республика клиника онкологи диспансерĕн ача-пăча клиника больницин тата пысăк технологиллĕ радионуклид тата пайăрка медицинин центрĕн сиплевпе диагностика корпусне хăпартасси.

Хисеплĕ медицина ĕҫченĕсем! Сире профессие чунпа парăннăшăн тата яваплăхшăн, куллен тата кăткăс самантсенче хăвăра шеллемесĕр вăй хунăшăн, ырă кăмăлăршăн тав тăватăп. Сывлăх, телей тата ырлăх сунатăп. Эсир ҫынсемшĕн тăрăшни сирĕн пата виҫĕ хут нумайланса таврăнтăр!

Чăваш Республикин  Пуҫлăхĕ                    Олег Николаев



19 июня 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter