Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев медицина ĕҫченĕсене патшалăх наградисене парса чысланă

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев медицина ĕҫченĕсене патшалăх наградисене парса чысланă

Медицина ĕҫченĕсен кунне халалласа ирттернĕ савăнăҫлă лару-тăрăва Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшăннă, ҫынсен пурнăҫне ҫăлса хăварас ĕҫе парăнса, таса чунпа яваплăха туйса, пысăк кăтартусемпе палăрннисене патшалăх наградисене парса чысланă.

«Пуласлăх ҫине  сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ шанчăклăн пăхтăр тесе Чăваш Республикин Правительстви хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех туса пама тăрăшĕ.  Сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене паянхи пурнăҫпа тӳр килекен пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе тивĕҫтеретпĕр, ĕҫлеме хăтлă условисем туса пама тăрăшатпăр. Цифра тытăмне вăй илтерессипе те ҫине тăрсах ĕҫлĕпĕр.  Халăхăн сывлăхне туххăмрах сыватма, ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерме май паракан технологисемпе те усă курассине вăйлатăпăр», тесе каланă регион Пуҫлăхĕ. ПМЭФ-2022 мероприятийĕсенче шăпах та, Чăваш Республики сывлăх сыхлавĕнче ытларах та ытларах цифра пайне ҫĕнетес тĕлĕшпе ятарлă килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Дистанци мелĕпе усăллă канашсем пама, вăраха кайса чирлекенсене те кирлĕ пек медицина пулăшăвĕсемпе тивĕҫтерме усă курмалли сервиссем йĕркеленесси те куҫ кĕретех.

Ӳлĕмрен те медицина ĕҫченĕсене пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Кăтартусемпе лăпланса лармалла маррипе, вĕсене малашне те ӳстерсе пыма тăрăшмаллине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.    «Ҫынсен пурнăҫне ҫăлса хăварассишĕн хăйсене шеллемесĕр вăй хуракан медицина ĕҫченĕсене эпир кулленех тав сăмахĕсем калатпăр. Вĕсем чăнласах та, пысăк хисепе тивĕҫ.  Кирек-епле вăхăтра та пулăшу пама хатĕр тăраҫҫĕ.  Эсир ырă кăмăллă та ĕҫчен профессионалсем, сирĕнпе эпир мăнаҫланатпăр. Хăвăра та ырлăх-сывлăх сунатпăр», тесе сăмаха ҫавăрнă республика Пуҫлăхĕ.

Професси уявĕ ячĕпе мероприятине пухăннисене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов ăшшăн саламланă. «Пĕрле килĕшсе тăрăшса ĕҫленине кура, ҫитĕнӳсем  те ҫук мар.  Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче цифра витĕмлĕхне тĕпе хурса ĕҫленин кăтартăвĕпе ытти регионсемпе танлаштарсан эпир чи лайăххисен шутĕнче. Пĕчĕк, анчах кун ҫути курнă пепкесем те пурнăҫран уйрăлса кайнисем пачах та ҫук тесен те йăнăшах мар пулĕ.    Финанс тĕлĕшĕнчен патшалăх ҫителĕклĕ таран тĕрев парать. Усал амак чирне те парăнтарма пĕлтĕмĕр. Чăваш Енре вăтамран халăх 70 ҫултан та иртсе пурăнать. Япăхах мар кăтарту.  Сиплев учрежденийĕсенче пысăк технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса ĕҫлеҫҫĕ медицинăра тăрăшакансем.  Малашне те ҫапла ĕҫлесе пыма пĕтĕм кăмăлтан, яваплăха туйса ĕҫлеме вăй-хал пултăр», тесе сăмаха ҫавăрнă вăл.   

Паллă кун тава тивĕҫлĕ ĕҫченсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов саламланă, патшалăх наградисене парса хавхалантарнă. Саламсем ҫумне Раҫҫей МЧС Чăваш Енри  Тĕп Управленийĕн пуҫлăхĕ Валерий Зеленин, «ЕДИНАЯ РОССИЯ» регионти фракцийĕн ертӳҫи, «Федеральный центр травматологии, ортопедии и эндопротезирования»  ФГБУ тĕп врачĕ Николай Николаев хутшăннă. Профессие чунпа парăннăшăн тата яваплăхшăн, куллен тата кăткăс самантсенче  ырми-канми тăрăшнăшăн тав тунă, сывлăх, телей тата ырлăх суннă, мĕнпур ҫынсемшĕн тăрăшни каялла та ырăпах таврăнмалла пултăрччĕ тесе каланă вăл.

Паянхи куна илес пулсан республикăра пĕтĕмпе 18 пин яхăн медицина ĕҫченĕ халăхăн сывлăхне упраса хăварассишĕн тăрăшать. Регионта наци проекчĕпе те хастар ĕҫлеҫҫĕ. «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн перекетлĕ технологисемпе усă курса Чăваш Енри чылай поликлиникăра медицина пулăшăвĕ памалли условисене палăрмаллах лайăхлатнă. Ача-пăча поликлиникисене ҫĕнетмелли федераци программине туллин пурнăҫланă. Санитари авиацийĕ паракан медицина пулăшăвĕн шучĕ ӳсет. Хальхи вăхăтра фельдшер-акушер пункчĕсене - интернетпа, медицина организацийĕсене телемедицина сечĕпе ҫыхăнтарнă. Сывлăх сыхлавĕн пуҫламăш сыпăкне ҫĕнетес тĕлĕшпе кăҫал та активлă тăрăшаҫҫĕ. Хальхи вăхăтра виҫĕ фельдшер-акушер пункчĕ, тăватă тухтăр амбулаторийĕ, пĕтĕмĕшле тухтăр практикин икĕ офисне тăваҫҫĕ. Ҫулталăк вĕҫлениччен ялсенчи сывлăх сыхлавĕн пуҫламăш сыпăкĕн  вăтăр ҫиччĕрен кая мар объектне юсаса пĕтерме плана кĕртнĕ.



20 июня 2022
14:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter