«Эпĕ – патриот» патриотла пĕрлешӳсен пĕрремĕш фестивалĕ Чăваш Енре иртнĕ

«Эпĕ – патриот» патриотла пĕрлешӳсен пĕрремĕш фестивалĕ Чăваш Енре иртнĕ

Муниципалитетсен шайĕнчи çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» çарпа патриот вăййисенче палăрнă хастарсем Çĕрпӳ районĕнчи «Звездный» лагерьте пуçтарăннă.

Республика шайĕнчи 53-мĕш хут иртекен «Зарница» тата «Орленок» çарпа патриотизм вăййисене савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннă.

Асăннă мероприятисем ҫамрăксене кăмăл-сипет енчен, пултарулăхпа ăсталăх енчен аталанса пыма, Тăван ҫĕршывăмăра тата та ытларах хисеплеме, уншăн парăнса пурăма вĕрентнине  каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Ку юхăма вăй илтерсе аталантарса пыма республика Правительстви хатĕр пулнине пĕлтернĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. «Зарницăпа» «Орленокăн» тĕп тĕллевĕ чи вăйлă та, чи маттур ушкăна палăртасси кăна мар, унăн тивĕçĕ – ачасене спортпа туслаштарасси, пĕлӳ шайне ӳстерме, туслăха упрама, кулленхи пурнăçра хăйсем тĕллĕн пурăнма хăнăхтарасси», – тенĕ вăл.  Раҫҫей Миноборони витĕмлĕхне тĕпе хурса регионта ҫарпа патриотизм воспитанине пама тĕрлĕ условисем пуррине асăннă регион Пуҫлăхĕ. Инфратытăм ҫирĕп вăй илсе аталанса пынине те хыпарланă Пуҫлăх. «Ҫитес икĕ ҫул хушшинче ҫĕнĕ стадионсем хута яма плана кĕртнĕ. Ҫамрăксене кунĕ-ҫĕрĕпе ăсталăха туптама тĕрлĕ енсем пулĕҫ. Ҫĕнĕ инфратытăм спорт енĕпе те ăсталăха ҫирĕплетме май парасси куҫ кĕретех пулĕ», – палăртнă вăл.

Олег Николаев ҫарпа спорт вăййисен ҫемье династийĕсемпе пĕле «Пĕр шайри калаҫу»  уҫă тĕлпулăва хутшăннă. Мероприятине ертсе пыраканĕсем Ҫĕмĕрле хулинчи  «Прожектор»  ачасен пултарулăх центрĕнче тăрăшакан корреспондентсем  пулнă.   

Сăмах май, ҫамрăксем республика Пуҫлăхĕнчен хăй вăхăтĕнче, ҫамрăк чухне ҫак ҫӳлерех асăннă мероприятисем еплерех иртни пирки ыйтса пĕлнĕ.  Кун пек ăмăртусем пулнă е ҫук тесе те ыйтнă вĕсем республика Ертӳҫинчен.  Олег Николаев ҫамрăксене тĕрĕс ҫул-йĕрпе пынăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  «Паллă, ҫак вăйăсенче туслăх та ҫирĕпленет. Пĕрне-пĕри ăнланса, ушкăнра ĕҫлеме те хăнăхса ҫитетĕр.  Йывăрлăхсене ҫĕнтерме, хăвăра туйса ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма вĕренетĕр. Нихăҫан та хăрамалла мар, кирек-епле лару-тăрура та туххăмрах тĕрĕс йышăну тума пĕлни паха. Пĕччен чухне йывăрлăха парăнтарма йывăртарах, пĕрле пухăнса ĕҫлесен яланах ҫăмăлтарах. Ку ăнлава яланах малти вырăна хума тăрăшăр», – тенĕ вăл.  

«Зарница» тата «Орленок» ҫарпа спорт вăййисене хăйне евĕр пĕтĕмлетӳ теме те юрать.  Ҫулталăкĕпе пултарулăха туптанă хыҫҫăн, ăсталăха та кăтартса пама меллĕ.  Вĕренӳ организацийĕсенче ҫулталăкĕпех 200 тĕрлĕ ăмăртусем иртеҫҫҫĕ. Практика, теори пĕлĕвне те ҫирĕп тĕрĕслеҫҫĕ ятарлă специалистсем.  Районсенче мала тухнисем вара республика шайĕнче хăйсен ăсталăхне кăтартса параҫҫĕ.

Конкурссем тĕрлĕ енлĕ пулĕç: пултарулăх, теори, спорт, çар хатĕрленĕвĕ, туризм, хăрушсăрлăх шкулĕ, хăйне евĕр условисенче чăтса ирттерни, палатка хулинче пурăнма хăнăхасси, учитель-наставник тата ытти те. Яшсемпе хĕрсем автомат сӳтсе пуçтарĕҫ, винтовкăран перĕҫ, кросс чупĕҫ, тĕрлĕ викторинăра хăйсен ăсне, çаврăнăçулăхне тĕрĕслĕҫ, çĕршыв историне, пушар хăрушсăрлăхне епле пĕлнине кăтартса парĕҫ.

 Тĕрлĕ ҫулсенче «Зарница» тата «Орленок» ăмăртăвĕсем Чăваш Республикинчи чылай районсенче иртеҫҫĕ. 2017 ҫултан пуҫласа Ҫĕрпӳ тăрăхĕнче ирттерме килĕшнĕ.  Виҫĕ кун хушшинче ăмăртăва хутшăнакансем мала тухассишĕн, ҫĕнтерӳҫĕ ята тивĕҫессишĕн тупăшĕҫ.          

 



20 июня 2022
17:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter