Ҫурла уйăхĕнче пулакан педагогсен конференцийĕнче тăван чĕлхене шкулсенче ытларах вĕрентесси пирки ыйтăва пăхса тухĕҫ

Ҫурла уйăхĕнче пулакан педагогсен конференцийĕнче тăван чĕлхене шкулсенче ытларах вĕрентесси пирки ыйтăва пăхса тухĕҫ

Çĕрпӳ районĕнчи Сăнав поселокĕнчи вăтам шкула республикăри чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕcем пухăннă.

«Пĕрлĕхре – вăй» ятпа пулнă регионсен хушшинчи вĕрентекенсен форумне хутшăннисем Чăваш Республикин Пуҫлăхĕнчен шкулсенче тăван чĕлхене ытларах вĕрентесси пирки ыйтăва пуҫарнă, ăна вĕрентмелли сехетсен шутне ӳстерме ыйтнă. Онлайн мелпе мероприятине Пушкăрт, Тутар республикисенчи, Чĕмпĕр тата Пенза облаçĕсенчи йăхташăмăрсем те хутшăннă.

Республикăри вĕренӳ учрежденийĕсенче чăваш чĕлхине вĕрентессипе епле ĕҫсем пулса пыни пирки Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министерствине тĕплĕ тишкерӳ туса ирттерме хушнă. Ҫурла уйăхĕнче кашни ҫулах учительсен анлă ларăвĕ иртет, ун чухне вара тĕп кăтартусемпе паллаштарма каланă вăл министерство ертӳлĕхне. Ыйтăва шкул директорĕсемпе, районсемпе хуласенчи вĕрентӳ управленийĕнче вăй хуракансемпе тĕплĕн сӳтсе явасси пирки те хыпарланă Пуҫлăх сăмаха малалла тăснă май.

 Юлашки икĕ ҫул хушшинче чăваш чĕлхине упрас тĕлĕшпе сахал мар ĕҫ пурнăҫланине палăртнă регион Пуҫлăхĕ. Чăваш халăхĕн пуян йăли-йĕркипе культурине ачасем мĕн пĕчĕкрен вĕренсе ăша хывса пыччăр тесе те сахал мар мероприятисем ирттернине асăннă вăл.  

«Чи пахи – тăван чĕлхине мĕн пĕчĕкренех хисеплеме вĕренесси. Ачасене тăван чĕлхене вĕрентнĕ чухне кăсăклă материалсем туса памалла. Енчен те хăйне евĕр паха программа пулсан, шкул ачисем те садике ҫӳрекенсем те хапăл тусах вĕренĕҫ тăван чĕлхене», – тесе каланă Олег Николаев.  

Форума ҫулсерен ирттерме ыйтнă сĕнĕве те вăл ырласа хăварнă.  «Палăртнă формата анлăлатмалла, кăсăклăрах тума тăрăшмалла, культура мероприятийĕсемпе пуянлатмалла»,  – тенĕ Пуҫлăх.  

Форум ĕҫне пухăннисене Раҫҫей Федерацийĕнчи тăван чĕлхесен институчĕн директорĕ Лариса Маршева саламланă, пĕр-пĕрин ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса ĕҫлесе пымаллине чĕнсе каланă.  

«Форум ячĕ паянхи пурнăҫ таппишĕн уйрăмах ҫав тери пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Палăртма кăмăллă, ăнсăртран мар ирттеретĕр ҫак мероприятине, ăна Республика кунне халаллани те хăйне евĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Ку паллах, тăван чĕлхене хисепленине, юратнине ҫирĕплетет. Раҫҫейри тĕрлĕ халăхсен йăли-йĕркипе культури, тăван чĕлхи упранни паха, туслăха та ҫирĕплетме май парать, пирĕн вăй-хăват пысăк пулнине ҫирĕплетет. Обществăра кирек-епле ҫын та хăйне кăмăла каякан чĕлхепе калаҫтăр. Апла пулсан, тăван чĕлхене вĕрентме условисем хатĕрлени аван», – тенĕ  сумлă хăна.  

Лариса Маршева хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре Чăваш Республикин Вĕренӳ министерстви, наукăпа методика учрежденийĕсем, ашшĕ-амăшĕсемпе вĕрентекенсем тăван чăваш чĕлхи упранса юлтăр тесе, тата ăна аталантарас тĕлĕшпе сахал мар пысăк курăмлă ĕҫсем пурнăҫласа пынине каланă.  

Палăртма кăмăллă,  чăваш чĕлхине Чăваш Республикинче анчах мар, республика тулашĕнче те хастар вĕрентни куҫ кĕретех. Апла пулсан, ҫакă та тăван чĕлхене хисепленине ҫирĕплетет.  «Форума Атăлҫи тăрăхне кĕрекен мĕнпур регионсенчен вĕрентекенсем  хутшăнма кăмăл туни те  – чăваш чĕлхине юратнине палăртать», – хушса каланă вăл.

Чăваш Республикинчи вĕрентӳ институтĕнчи чăваш чĕлхипе литературин кафедрин доценчĕ  Анна Егорова хăйĕн сăмахĕнче тăван чĕлхене шкулсенче вĕрентессипе ҫыхăннă хăш-пĕр актуаллă ыйтусем пирки чарăнса тăнă. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене уҫăмлатассипе те хăш-пĕр сĕнӳсене парса пулăшнă.

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме ĕҫ программисене, вĕренӳ планĕсене ҫĕнĕ стандартсене тĕпе хурса хăйне евĕр тата та кăсăклăрах йышăнсан аван пулассине те асăннă форум ĕҫне пухăннисем.  Хальхи вăхăтра вĕренӳ пайĕнче сахал мар ҫĕнĕлĕхсем тухса тăраҫҫĕ.  Шкулсенче вĕрентӳ программисене хатĕрлеҫҫĕ. Федерацин патшалăх стандарчĕсемпе пĕтĕмпех ĕҫ планĕсем пулса пыраҫҫĕ.

Палăртса хăваратпăр, форум ĕҫне йĕркелесе пыраканĕ – Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров пулнă.   



21 июня 2022
09:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter